Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ сезона хатĕрленсе

Мăн Явăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем ял çыннисен кĕрхи тата хĕллехи тапхăрĕсенчи пушă вăхăтне усăллă ирттерме, вĕсен чĕрисене  хаваслă вăйăкулăпа, йĕплĕ шÿтпе, илемлĕ юрă-кĕвĕпе килентерме, савăнтарма тĕллев тытрĕç. Халĕ вĕсем çĕнĕ сезон валли çĕнĕ программăллă концерт кăтартма хатĕрленеççĕ. Репертуара чăваш тата вырăс композиторĕсем кĕвĕленĕ çĕнĕ юрăсенĕ, хореографи тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра тăракан илемлĕ ташисене чылай кĕртнĕ.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май ял çыннисен пушă вăхăчĕ нумайланчĕ. Халĕ çамрăксем культура çурчĕн ташă залне, çĕнĕ оборудованисемпе пуянланнă библиотекăна, спорт шкулне ытларах çÿреме пуçларĕç. Пирĕн тĕллев вăл – яш – кĕрĕмĕн культурăпа спорт ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тăрасси. Ташлама пĕлекене пĕр урай хăми те çитет тенешкел, хамăр пултарулăха ÿстерсех пыма, искусствăн тĕрлĕ жанрĕсене ытларах алла илме тăрăшатпăр. Мăн Явăшра юрă-ташă яланах йăлара пулнă, вăл малашне те хăй тивĕçне çухатмĕ, - терĕ культура çурчĕн директорĕ Александр Васильевич Фомин.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;