Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр сиплĕхĕ – этем телейĕ

Çут çанталăкпа этем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, сиплĕрех, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ тулăхрах та пуянрах. Пирĕн тата çут çанталăкăн пуласлăхĕ чылай чухне хамăртан килет. Çавăнпа та çĕр-аннемĕр пуянлăхне упрасси, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси кашнин тивĕçĕ пулмалла.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче районта Йывăç кунĕ иртрĕ. Унта 3700 çын – предприяти-организацисенче, культура, сывлăх, вĕрентÿ учрежденийĕсенче, поселок тата ял администрацийĕсенче вăй хуракансем, шкулта вĕренекенсем – хутшăннă. Çак кун 8 гектар çинче пурĕ 80 пин те 200 йывăç-тĕм лартса хăварнă. Районта çавăн пекех унччен лартнă  парксемпе скверсене, аллейăсене çĕнетес тата тирпейлес тĕлĕшпе те ĕçленĕ, çуркунне урамсенче, çул хĕррисенче курăк акма газонсем хатĕрленĕ.

Упнер, Кульцав ял администрацийĕсенче вăй хуракансем ырă та пархатарлă ĕçе – йывăç-тĕм лартма - çынсене ытларах явăçтарма пултарнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;