Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăнăçлă пырать

Кĕçĕн Кипекри çыхăну уйрăмĕнчи А.Сурова, А.Григорьева, А.Горбатенко почтальонкăсем 2006 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе ăнăçлă пуçларĕç. Вĕсем пĕрремĕш квитанцисене 73 çынна çырса пачĕç те ĕнтĕ. Çырăнакансем хшшинче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кăмăллакансем те сахал мар. Халĕ ку тăрăхри ялсене 64 экземпляр район хаçачĕ килсе тăрать.

- Çыхăну уйрăмне кĕрекен 4 ялта 468 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1056 çын пурăнать. Пирĕн почтальонкăсем ял çыннисене куллен 520 экземпляр тĕрлĕ йышши пичет изданийĕсене валеçсе тăраççĕ. Кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унăн ăс-хакăлĕпе туллин усă куртăр тесе, эпир çитес çул та пичет изданийĕсене кăçалхинчен кая мар сарма тĕллев лартрăмăр,- терĕ çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Маргарита Якимова.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;