Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-тăн мулĕ ĕмĕрлĕхе юлĕ

Çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ воспитани парас ĕçре музейсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем тăван ен историне, культурине, аслă ăрусен мухтавлă йăлисене аталантарса пыма пулăшаççĕ. Çак тĕллевпе Мăн Явăшра икĕ музей уçнă. Пĕринче, краеведени музейĕнче, авалхи ĕç хатĕрĕсемпе мамонт шăммисенчен пуçласа паянхи ÿсĕмсене уçса паракан япаласем таранах упранаççĕ. Музейĕ ялти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Ăна йĕркелесе яраканĕ ватлăх канăвне тухичченех педагогра ĕçленĕ В.Белов таврапĕлÿçĕ пулнă. Иккĕмĕш музейĕ, ялти вăтам шкулта вырнаçнăскер, «Ял çыннисен ĕçпе кĕрешÿри мухтавĕ» ятлă. Ун валли экспонатсем пухас енĕпе вăтам шкулти В.Толстов педагог нумай вăй хунă. Ачасемпе походсене, экскурссисене тухса çÿренĕ вăл. Уйрăмах Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров çапăçнă вырăнсене çитсе курнă. Унтан илсе килнĕ экспонатсем питех те кăсăклă, вĕсем истори тĕлĕшĕнчен хаклă.

Музейсенчи экспонатсен хисепĕ виçĕ пинтен те иртет. Пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем курма килекенсене Явăш тăрăхĕнчи ялсем хăçан тата мĕнле пуçланса кăйнипе, кунти çынсем тĕрлĕ тапхăрсенче епле пурăннипе, ентеш-ăсчахсен кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма пулăшаççĕ. Акă, мĕн çырса хăварнă Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, икĕ хутчен Çар Академийĕсенчен вĕренсе тухнă, «Байконурта» космос карапĕсене вĕçтерсе янă çĕрте ĕçленĕ Э.Васильев полковник музейри сĕнÿсен кĕнекинче : «Музейра упранакан экспонатсенче – пирĕн иртнĕ пурнăç шăпи, пирĕн кун-çул. Вĕсем пулас ăрусене патриотизмла воспитани панă çĕрте питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Музейри  ăс-тăн мулĕ çамрăк ăрусем валли ĕмĕрлĕне юлĕ».



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;