Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Поэт сасси ял-йыш асĕнче

Явăш тăрăхĕ литературăпа искусствăра палăрнă сумлă çынсемпе пуян. Сăвăç-и вăл, юрăç-и е пĕр-пĕр сцена ăсти – кашниех хăйĕн çивĕч ăсĕпе, чуна тыткăнлакан çепĕç сассипе, илĕртÿллĕ вылявĕпе пурнăçа тĕрĕс хаклама, ăна вĕçĕмсĕр юратма вĕрентеççĕ, йывăрлăхсене çĕнме вăй-хал парса тăраççĕ.

Акă, Çеçпĕл ячĕллĕ премчи лауреатне -  Алексей Александрович Воробьев поэтах -  илер. Вăл Мăн Явăшри чи сумлă çынсенчен пĕри пулнă. Ыр çыннăн ĕмĕрĕ кĕске тенешкел, 54 çулта чухнех юратнă сăвăç пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Пурăннă пулсан кăçал вăл 83 çул тултармаллаччĕ. Питĕ хăвăрт сÿнсе ларчĕ чăваш çăлтăрĕ, 18 кĕнеке авторĕ.

Алексей Воробьев чăваш поэзийĕн уй-хирĕнче ырми-канми, хастарлă та пултаруллă ĕçлерĕ, халăхăмăра чаплă сăвă-поэмăсем чылай парнелерĕ. Унăн чи пирвайхи кĕнеки «Хирти калаçу» ятлă.Вăл 1958 çулта «Ялав» журнал кăларса тăракан библиотека ярăмĕнче кун çути курнăччĕ. Кĕнекери лирикăллă сăнарсенче çĕр çыннине, тыр-пул ăстине ăста ÿнерлесе-çырса кăтартнă автор. Чылай сăввине хăй çинчен çырнă пекех туйăнаççĕ. Ара, Алексей Александрович пурнăçĕ колхоз ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Пĕр хушă вăл ялта агрономра ĕçленĕ, Йĕпреçри МТС директорĕ пулнă.

Вĕри чĕреллĕ, таса чунлă поэт юлашки çулĕсене республикăн тĕп хулинче пурăнса ирттерчĕ, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларчĕ. Вăл пĕр вăхăтра Шупашкарти телевиденипе радио комитетĕнче ĕçлерĕ. Каярахпа республикăри Писательсен союзĕ çумĕнчи çамрăн çыравçăсен секцине ертсе пычĕ.

Алексей Воробьев пек сăвăçсем тĕнчене сахал килеççĕ. Унăн ячĕ чăваш литературине ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ. Мăн-явăшсем хăйсен юратнă поэтне яланах асра тытаççĕ. Анчахрах вĕсем нихçан манăçми ентешĕн çуралнă кунне паллă турĕç, унăн вилĕмсĕр хайлавĕсене тепĕр хут аса илсе мухтарĕç. Шкул ачисем те вилĕмсĕр поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе музейри материалсем тăрăх тĕплĕн паллашрĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, поэт сасси яланах ял-йыш асĕнче.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;