Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ

Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ вĕрентÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансемпе, чи малтанах шкул ачисемпе ĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Мĕншĕн тесен ĕç рынокĕнчи лару-тăру, чылай çынсен шăпи нумай чухне паянхи шкул ачисем хăйсене професси тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тупнинчен килет. Ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăксене консультаци пулăшăвĕсем парса професси суйлас енĕпе çул кăтартса пырать. Çав вăхăтрах яш-кĕрĕм Ппрофессисем çинчен анлăрах, тарăнрах пĕлме тытăнать. Центра килсе ыйтнисене шута илсе, шкулсемпе вĕрентÿ органĕсен, çул çитменнисемпе тимлекен комиссисен кăтартăвĕсем тăрăх ачасене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Çамрăксене професси тĕсĕсемпе, тытăмĕ-йĕркипе, тÿлевпе паллаштарнă.

Иртнĕ тапхăрта шкул ачисене професси тĕлĕшĕнчен пĕтĕмĕшле 1436 пулăшу панă. Çак ÿсĕмре вĕренекен çамрăксен «Эпĕ – пуласлăх çынни» уйăхлăхĕн, «14-18 çулхи ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси» программăна хутшăннă яш-кĕрĕмпе профинформаци ăнлантарăвĕсем ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çамрăксене шкулсемпе халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе тата ял хуçалăхĕнче вăй хума сĕннĕ. Вĕренекенсене ĕç рынокĕн аталанăвĕн тата вĕрентÿ çăмăллăхĕсен малашлăхĕ çинчен калакан информаципе тивĕçтернĕ. Çавна май информаци стенчĕсене çĕнетнĕ, справка литературине хатĕрленĕ, методика материалĕсемпе буклетсем валеçсе панă, 48 çынпа тестировани ирттернĕ. Районти тĕп библиотекăра йĕркеленĕ тĕлпулура 26 вĕренекен профессисем çинчен видеофильм курма, справка литературипе профессиограммăсемпе паллашма пултарнă.

Нумай ачаллă тулли мар тата лару-тăру япăх çемьесенчи (73-ĕн), ĕçсĕр ларакансемпе (74-ăн) инвалидсен (8-ăн) ачисене, тăлăхсене (4-ăн), çул çитменнисемпе тимлекенсен комиссисенче учетра тăракансене (4-н) ĕçпе тивĕçтересси пĕлтерĕшлине ăнланса вырăнсем тупма тăрăшнă.

Кăçал 325 çамрăк «Хорнзор», «Янгорчино» ял хуçалăх предприятийĕсенче, Вăрнарти пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Санарпуçĕнчи, Иртеменкассинчи, Уравăшри, Калининăри, Хирпуçĕнчи, Чăрăшкас Хирлепри шкулсенче, «Фавн» агрофирмăра, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, поселок администрацийĕнче вăй хунă.

Центр районти предприятисемпе организацисен ертÿçисене малашне те пĕрле çыхăнса 14-18 çулхи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелеме чĕнет.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;