Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсене савăнтарчĕç

Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунне Калинино райповĕпе ял администраци пĕрле паллă турĕç. Райпо системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă 56 çынна, Калинино ял администрацийĕнчен 620 ватăна Нурăсри «Çавал» столовăйне 14 сехет тĕлне пуçтарăнма чĕннĕ. Палăртнă вăхăта таса та типтер çипуçлă 160 ватă çын çитрĕ. Вĕсене чыслăн саламлас, сума суса хăналас, концертпа савăнтарас тесе Калининăри райпо правленийĕпе канашĕ, ял администрацийĕ, вăтам тата интернат шкулсен илемлĕх ертÿçисем тăрăшса хатĕрленнĕ.

Уява килнисене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.М.Сергеева, район администрацийĕн представителĕ А.Г.Вазанова, райпо канашĕн председателĕ Л.Ф.Миоварова, Калининăри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.В.Осипова, райпори профсоюз председателĕ К.В.Илларионова, райпо канашĕн членĕ, ĕç ветеранĕ МН.Царева, ЧР тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче тĕп врачра чылай вăхăт ĕçленĕ З.П.Александрова, Нурăсри чиркĕвĕнче ĕçлекен В.А.Андреев ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Калининăри вăтам тата интернат шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем чаплă концертпа савăнтарчĕç, юрă-ташă, шÿтлĕ сценкăсем, сăвăсем парнелерĕç. Тĕлпулăва килнисем райпо, ял администрацийĕн ертÿçисене чаплă уявшăн, «Çавал» столовăйĕнче ĕçлекен поварсене тутлă шÿрпешĕн тата ытти техĕмлĕ апат-çимĕçшĕн чĕререн тав турĕç, çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕç.

Уява мĕн пуçласа вĕçне çитичченех Калининăри культура çурчĕн директорĕ Е.Н.Мышкина йĕркелесе ертсе пычĕ. Ватăсем те çамрăксенчен юлмарĕç, концерта хутшăнакансемпе пĕрле ушкăнпа «Улма сулхăнра ÿсмест, çырла хĕвелсĕр пиçмест, ĕмĕр пĕрле пурăннине нимĕн те çитмест» юрра шăрантарчĕç. Хаваслă тĕлпулу пурин кăмăлне кайрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2005
00:00
Поделиться
;