Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Александр ИВАНОВ: « Çул ялан уçă, такăр пултăр...»

Александр Николаевич Иванов, «Чувашавтодор» ЧР патшалăх унитарлă предприятин «Вăрнарти ДРСУ» филиал директорĕ, савăнăçне пытармасть.

- Çул-йĕр ăстисем професси уявне ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ,- пĕлтерет вăл. - Эпир тăхăр уйăхра 45 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçларăмăр. Çултиалăк вĕçленнĕ тĕле çак кăтарту тата пиллĕк миллион тенкĕлĕх хушăнасса шанатпăр. Унчченхи çулсенче 25-30 миллион тенкĕлĕх ĕçленĕ.

А.Иванов коллектива тăватă çула яхăн каялла ертсе пыма тытăннă. Çак хушăра кунта ырă улшăнусем чылай пулнине палăртма кăмăллă. Пуçлăх кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсене лайăхлатассине тĕп вырăна хурать. «Ăнăçу пĕтĕмпех çынсенчен килет,- тет вăл. - Вĕсене тата тухăçлăрах, хастартарах ĕçлеме майсем туса памалла. Çакăншăн вара ертÿçĕ яваплă пулса тăрать». Пархатарлă çак тĕллеве Александр Николаевич чуна парса пурнăçласа пырать. Çул-йĕр ăстисем унпа питĕ кăмăллă, пурнăç çынни, чăн-чăн пуçлăх, теççĕ.

Коллектив çултан-çул ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырать. Çул-йĕр ăстисен  ĕç укçийĕ те пысăк. Ăна вăхăтра илсе тăраççĕ.

Предприяти ĕçченĕсем Вăрнар тата Элĕк районĕсенче республика пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене – пурĕ 390 километр – пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Коллективра 115 çын вăй хурать. Калининăри тĕп базăсăр пуçне Элĕкре прораб участокĕ пур. Çавăн пекех Калининăра хушма производство – асфальт завочĕ – кал-кал ĕçлет. Чукун çулпа килекен строительство материалĕсене Вăрнарти тупикра йышăнаççĕ.

Питĕ яваплă ĕç шанса панă коллектива – пассажирсене, тĕрлĕ грузсене йĕркеллĕ турттарса тăрасси, çулсен шанчăклăхĕ пĕтĕмпех унран килет. Çулсем пирки ытарлăн пурнăç артерийĕ, тесе питĕ тĕрĕс каланă. Калăпăр, халĕ автомобиль çулĕсемпе кунĕн-çĕрĕн пиншер транспорт тĕрлĕ еннелле иртет. Çулсем пулмасан, промышленноç та, ялхуçалăхĕ те алăсăр-урасăр пекех. Е тата сутăçсем çулсăр мĕн тунă пулĕччĕç-ши;

Çĕр çинчи чи парахатарлă та мирлĕ ĕçе пурнăçлакансем чăннипех мухтава тивĕçлĕ. Кăçал, Республика кунĕн уявне Вăрнар тăрăхĕнче те ирттернĕ май, ДРСУ коллективне те нумай вăй хума лекнĕ. Ку енĕпе, тĕрĕссипе, иртнĕ кĕркуннех хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Акă, çулсем хĕррипе ÿсекен кĕç-вĕç тÿнсе каймалли ватă йăмрасене пурте астăваççĕ. Çулпа иртекен транспорт çине ÿкес хăрушлăх кăларса тăратнисĕр пуçне вĕсем çул-йĕр илемлĕхне те пăсса ларатчĕç. Вуншар йăмрапа ытти йывăçа касса тирпейленĕ. Халĕ иртсе çÿреме кăмăллă. Çулсем хĕррисене çÿп-çапран, ăпăр-тапăртан тасатса тăни те тÿрех куçа курăнать. «Ку енĕпе, тĕрĕссипе, пире район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович та пысăк пулăшу парать,- пĕлтерет А.Иванов. - Вăл çине тăнипе ял администрацийĕсем те, вырăнти халăха явăçтарса, çул хĕррисене тасатас-тирпейлес ĕçе активлă хутшăнма тытăнчĕç». Çапла, тирпейлĕхшĕн-йĕркелĕхшĕн пĕрле тăрăшни лайăх. Ку енĕпе ирттернĕ субботниксенчен Александр Николаевич пĕрре те юлман, хăй ырă тĕслĕх кăтартнă. Çав вăхăтрах А.Иванов хăшпĕр çамрăк шаймăксем аслисен ĕçне хаклама пĕлменнишĕн самаях пăшăрханать. Калăпăр, çавскерсем автопавильонсен стенисене, тенкелсене чăрмаклаççĕ, темĕнтепĕр çыраççĕ т.ыт.те. Ку кăна мар, çулсем хĕррипе кирлĕ çĕрте вырнаçтарнă паллăсене аваççĕ е тăпăлтарса пăрахаççĕ. Вĕсене çĕнетме укçа нумай тăкаклама лекет. Ашшĕ-амăшĕсен ачисен путсĕр ĕçĕшĕн çирĕп явап тытма тивнине манмалла мар.

- Июнь уйăхĕ уйрăмах хĕрÿ пулчĕ,- пĕлтерет А.Иванов. - 15 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç пуçрнăçлама пултартăмăр.

Коллектив ĕçченĕсем Шупашкар çулĕ çинче те вăй хунă, ăна 4,2 километр чухлĕ тĕпрен юсанă. Паллах, тĕп трассăра вăрнарсемпе пĕрле Канашри, Çĕмĕрлери, Шупашкарти, Йĕпреçри çул-йĕр ăстисем те тăрăшнă. Çав кунсенчех ДРСУ ĕçченĕсем Вăрнара пырса кĕрекен çула, «Вурнарыгаз» филиал патĕнчен тытăнса Илларионов урамĕ тĕлне çитиччен, пурĕ 1850 метр, асфальт сарнă. Туслă коллектив çичĕ павильон вырнаçтарнă – кăçалхи плана çавăн чухлĕ кĕртме, паллах, район ертÿçисем пысăк тÿпе хывнă. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра саккăрмĕш автопавильон та пулать. Ăна хăйсен укçи-тенкипе Калининăра, ДРСУн тĕп бази умне, лартаççĕ.

Район администрацийĕ умĕнчи площаде, Республика кунĕн уявне ирттермелли тĕп вырăна, асфальт сарас ĕçе те А.Иванов ертсе пыракан çул-йĕр ăстисене шаннă.

Уява хатĕрленнĕ хĕрÿ тапхăрта – икĕ уйăха яхăн - çул-йĕр ăстисене вырăна тухса кунне икĕ хутчен вĕри апат тÿлевсĕр çитерессине йĕркеленĕ. Çак ĕçре Ирина Осипова буфетчицăпа ăна пулăшакан Ирина Павлова техслужащи хастар пулнă.

Сăмах май çакна каласа хăварни те вырăнлă: уява хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ район фондне ДРСУ коллективĕ чи малтисен шутĕнче укçа хывнă. Çавăн пекех тĕп базăра çуртсене, территорие тирпей-илем кĕртес тĕллевпе 300 пин тенкĕлĕх усă курнă. Халĕ, авă, кантур тата ыттиçуртсем илемĕпе чуна илĕртеççĕ.

Çул-йĕр ăстисем культурăпа спорт мероприятийĕсене те активлă хутшăнаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ирттернĕ художество пултарулăх коллективĕсем районти смотр-конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Спортсменсем ЧР Транспорт министерстви тата «Чувашавтодор» ирттернĕ спартакиадăсенче пĕре кăна мар палăрнă.

Уяв хыççăн коллектив çĕнĕ вăйпа каллех хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ – планпа кăçал пурнăçлама пăхнă объектсене куçнă. Çапла, кĕске хушăра Пуканкасси ялĕнче 540 метр çула асфальт сарнă. Укçа уйăрсан, çак ĕçе малалла та тăсма шутлаççĕ. Çавăн пекех Кив Шуртан ялĕнче 600 метр çул юсанă. Вăрнарта, чукун çул урлă каçмалли кĕперпе çул хĕрринчи картлав-хÿтĕлеве, унччен тросран пулнăскерне, авăнчăклă тимĕртен хатĕрленипе улăштарнă. Çакăн пек ĕçе Хăмăш ялĕ çывăхĕнче те, Хирлеп кĕперĕ патĕнче, пурнăçламалла. Çапла, çул хĕррипе пурĕ 1,5 километр çирĕп картлав-хÿтĕлев вырнаçтарнă.

Кăмаш ялĕ патĕнче çул тума çĕр хăпартассипе тăрăшнă. Кунта 6 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă - 1,3 километр дамба хатĕр ĕнтĕ. Килес çул ăна асфальт сарса хута яма палăртнă.

- Çул-йĕр ăстисемшĕн хĕл кунĕсенче те канăç çук,- тет Александр Николаевич. - Хамăра çирĕплетсе панă çулсене юртан-пăртан тасатса тăрасси - пирĕн пĕрремĕш тивĕç. Çавна май хĕллехи тапхăра халех тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Çулсем çине сапма пире 1500 тонна техника тăварĕ кирлĕ пулать, паянхи куна 600 тоннине илсе тухнă ĕнтĕ.

Ку кăна мар, хĕле кĕрес умĕн рабочисем, акă, çулсем айĕпе шыв иртме хунă пăрăхсене хуплассипе те нумай тăрăшаççĕ.

Тĕп ĕçсене вĕçленĕ май, çанталăк çуллахи сар çу пек кунсем парнеленипе усă курса, заказчиксемпе тÿрремĕн тунă килĕшÿсемпе те тимлеççĕ. Халĕ, акă, çул-йĕр ăстисем «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен обществин территорийĕнче пысăк калăпăшглă ĕç пурнăçлаççĕ. Элĕкри прораб участокĕ валли те ĕç тупăннă.

Ăнăçу çынсен хастарлăхĕнчен килет. Александр Николаевич чи тăрăшуллисене, маттуррисене ятран асăнать.

- Хамăрăн професси уявĕ умĕнхи кунсенче «КамАЗ» водителĕсем - Анатолий Андреев, Николай Васильев, Владимир Арсентьев, Алексей Туйкин, Владимир Павлов, Анатолий Ржанов, Давыд Васильев – пирки ăшă сăмахсем калас килет,- тет директор. - Çавăн пекех Василий Иванов автогрейдериста, асфальта катокпа пусăрăнтаракан Николай Андреевпа Станислав Трофимова, çул-йĕр мастерĕсене Татьяна Ивановапа тата Виталий Иванова, Алексей Майоровпа Виталий Лукин прорабсене, Ольга Петрова, Елена Харитонова, Сергей Ананьев рабочисене, Валерий Арсентьев платника, Вера Иванова тĕп бухгалтера, планпа производство пайĕн пуçлăхне Светлана Михайлована тата ыттисене ырăпа палăртмалла.

Коллективра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те – вĕсем вăтăр тăххăрăн – манмаççĕ. Çав шутра вăрçă ветеранĕсем иккĕн.

- Халĕ пирĕн патра ĕçлекенсене, кунтан тивĕçлĕ канăва тухнисене, вĕсен çемйисене, çавăн пекех хамăн коллега-конкурента Иван Николаевич Куликова тата вăл ертсе пыракан коллектива, Шупашкарти, Канашри, Йĕпреçри, Çĕмĕрлери çул-йĕр ăстисене Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн хĕрÿллĕн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп,- терĕ юлашкинчен Александр Николаевич Иванов.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2005
00:00
Поделиться
;