Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăюлăх орденĕн кавалерĕ

Шалти ĕçсен Йĕпреç районĕн пайĕнче упранакан документран

 

«Воронцов В.В. служит в органах внутренних дел с апреля 1992 года. В отдел внутренних дел Ибресинского района прибыл после окончания срочной службы в Вооруженных Силах. Службу начал с должности милиционера патрульно-постовой службы, а в июне 1993 года, с учетом его деловых и профессиональных качеств, был выдвинут по должность участкового инспектора милиции отдела внутренних дел Ибресинского района. Воронцов В.В. за время службы в органах внутренних дел за рекомендовал себя с положительной стороны, показал себя дисциплинированным, исполнительным и инициативным сотрудником. К выполнению своих служебных обязанностей относится добросовестно и со знанием дела. В служебной деятельности не считается личным временем. За 9 месяцев 1994 года им лично раскрыто 6 преступлений, с участием сотрудников других служб - 13. За административное правонарушения составлен 36 протоколов. Регулярно выступает на правовую тему перед населением и в средствах массовой информации...»

 

«Унăн малашлăхĕ пысăкчĕ»

Элкорла каларăшле, «Кушлавăш тăрăхĕнчи вун икĕ ял уйĕ» текен вырăнта çуралса, ачалăхне Кÿстÿмĕрпе Ершепуç çĕрĕсенче савăнса ирттернĕ. Каярахпа – хĕсмет пурнăçĕ. Ун хыççăн вара салтак тумне хывнă-хывманах шалти ĕçсен Йĕпреç районĕнчи пайне ĕçлеме килнĕ. Тăван çĕршывăн чиккинче ырăпа палăрнăскере пĕр тăхтаса тăмасăрах ĕçе илнĕ ăна. Патруль службинче кĕске хушăрах хăй пултаруллă, тимлĕ пулнине кăтартса панă. ,çне кура пархатарĕ тенешкел, çийĕнчех пысăкрах ĕç шанса панă. Участокри инспектор канăçа çухатса кам мĕнле пурăннине, мĕнпе интересленнине шута илсе тухнă, шанăçсăр çынсене контроль те тытнă, çул çитмен ачасем хушшинче профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Урăхларах каласан, ăна пĕрмаях çынсем хушшинче курма пулатчĕ.

- Çавăн йышшисем шăпах пирĕн тĕрек,- тетчĕ яланах Владимир Васильевич Николаев подполковник, Йĕпреçри шалти ĕçсен пайĕнче начальникре ĕçлекенскер. Сăмах майĕн каласан, вăл та пирĕн ентеш - Пăртасран. Йĕпреçри чи сумлă çынсенчен пĕри вăл, республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ.

Виталий Вениаминович Воронцов преступниксемпе кĕрешес, халăхра тата шкул коллективĕсенче профилактика тăвас, рейдсем ирттерес, спорт ĕçĕнче ăсталăха ÿстерес енĕсемпе пуçарулăх кăтартнă яланах. Службăн йывăр пурнăçне хăвăрттăн пиçĕхсе тухнăскер, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Н.Бельцов ун пирки çапла каланăччĕ: «Унăн малашлăхĕ пысăкчĕ. Çак сăмахсене мĕншĕн ятарласа илсе кăтартатăп! Акă, мĕншĕн Виталий йăнăш çул çине тăма хатĕрскерсене вăхăтра курма та алă тăсса пулăшма, урăхла, тĕрĕс çулпа утарма пултаракан йĕркелĕç çынниччĕ».

Тата çакна асăрханă унра. Вăл ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене хирĕç кĕрешессине пĕрремĕш вырăна кăларса тăратмалли çинчен астутарса тăнă яланах. Çакна ăнланмалла-тăр. Ара, ĕçкĕçсемпе вирлĕ кĕрешмесĕр преступленисен йышнечакарма çук ниепле те. Пĕлместпĕр-им, нумайăшĕ законсенех ÿсĕр чухне пăхăнмасть, преступлени çулĕ çине тăрать. Пĕр тапхăрта та, тĕрĕссипе, тăхăрвуннăмĕш çулсен варринче Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕнче вăрă-хурахсем чикесĕр алхасса кайнăччĕ. Ун чухне шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем вĕсен усал «почеркне» палăртнăччĕ, анчах йĕрĕ çине ÿкменччĕ. В.Воронцовпа ытти милиционерсем вăрă-хурахсене тытса чарассипе канăçа çухатнăччĕ. Пĕрре мар йĕрленĕ вĕсене, кашнинче ăнăçсăрлăх утăмсем кĕтнĕ. Анчах пĕррехинче... йĕркеллĕх хуралçисем патшалăхпа кооператив тата предприятисемпе хуçалăхсен пурлăхĕсене çаратса пурăнакансене, алранах ярса илес чухне, лешсем чăл-пар тарса пытанаççĕ. Çапах та куçран вĕçертмеççĕ вăрăсене пакунлисем. Хаяр тытăçура В.Воронцов йывăр аманать, вăрă-хурах участок инспекторне хырăмран çĕçĕпе темиçе хутчен чикме ĕлкĕрет. Йывăр операцие чăтса ирттернĕ вăл, сывалсан каллех строя тăчĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1995 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн саккунлăха çирĕплетес тата йывăр преступленисене татса парас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Виталий Вениаминович Воронцова «Хăюлăх» орденĕпе наградăланă.

Шел, унăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ, çут тĕнчерен ир уйрăлчĕ. Йĕпреçсем, шалти ĕçре вăй хуракансемпе, шкулта пĕрле вĕреннисем, тус-юлташĕсем ăна манмаççĕ, яланах ырăпа асăнса пурăнаççĕ. Анлă тавракурăмлă йĕркелĕх хуралçи район пурнăçне, ĕç-хĕлне аван пĕлетчĕ, вун-вун çынпа ĕçлĕ çыхăну тытатчĕ, вăхăтра кирлĕ, витĕмлĕ пулăшу паратчĕ. Унра, чăнах, пуласлăх пысăкчĕ. Шел, çеçке хăвăрттăн типсе ларчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2005
00:00
Поделиться
;