Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрхи çĕртме – пулас тухăçăн никĕсĕ

Кăçал çанталăк уяр та лăпкă тăни уйхир ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлеме май пачĕ. Çĕр ĕçченĕ тыр-пула, çĕрулмие пÿлмесене тăкаксăр, вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшрĕ. Районĕпе илсен ял хуçалăх производство кооперативĕсен склачĕсене 18 пин те 839 тонна тырă, 21 пин те 770 тонна çĕр улми кĕчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче тыррăн та, «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ те начар. Сăмахран, «Родник», «Знамя труда», МТС «Яуши», «Правда», «Новый путь», «Янсарино», «Мир» кооперативсенче çĕр улми кашни гектартан 64-83-шер центнер кăна пуçтарса илнĕ. Çав вăхăтрах санарпуçсен «иккĕмĕш çукăр» тухăçĕ – 318 центнер, хирпуçсен – 311. Мĕнрен килет-ха çакă;

- Пулас тухăçăн никĕсне кĕркуне хывса хăвараççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене перекетлесе кĕркунне тăпрана ; е йывăр дисксемпе кăпкалатмасан тепĕр çулне тухăç илесси пирки ан та шутла. Шел те, анчах çакна хăш-пĕр хуçалăхсенче агротехникăна пачах пăхăнмаççĕ.

Кĕрхи суха туни çуркунне çĕре ытларах нÿрĕк пуçтарма пулăшать. Апла пулсан акнă вăрлăх шăтаслăхĕте ÿсет, тырă пахалăхлă çитĕнет. Халĕ йĕпе-сапаллă çанталăк пуçланиччен кĕрхиçĕртме сухине хăвăртрах вĕçлемелле. Тырă хакне ÿстерессине кура усăсăр выртакан çĕрсене сухаласа хăвармалла,- терĕ ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ А.Борисов.

Кĕрхи çĕртмене паянхи кун тĕлне районĕпе 1287,5 гектар тунă. Ку вăл мĕнпур лаптăкăн 60,2 проценчĕпе танлашать. Суха ĕçне аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, МТС, «Маяк», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор», «Янгорчино», «Санар», «Мураты» кооперативсенче вĕçленĕ пулсан, «Абызово», «Самолет», «Знамя труда», «Искра», МТС «Яуши», «Правда», «Гвардеец», «Новый путь», «Фавн», «Янгорчино», «Родина» хуçалăхсенче ĕç хăвăртлăхне ÿстерме тăрăшмаççĕ. Çав вăхăтрах аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче планпа палăртнинчен 300 гектар çĕр ытларах сухаланă. Кунта тырă акмалли лаптăксене ÿстерессипе тĕллевлĕ те тухăçлă ĕçлеççĕ. Тыр-пул ытларах çитĕнтерни выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат - фураж, комбикорм – хатĕрлеме май парать.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2005
00:00
Поделиться
;