Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕм Раççейри куравра медальсене тивĕçнĕ

Раççейĕн тĕп хулинче - Мускавра – иртекен «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравне районти продукци тирпейлекен предприятисем çулсеренех хутшăнаççĕ. Кăçал унта «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тата «Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ» акционерсен уçă обществисем тата «Агрохмель» тулли мар яваплă общество хăйĕн таварĕсене тăратнă.

Иртнĕ çул «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» асăннă куравра ылтăн тата бронза медальсем çĕнсе илнĕччĕ. Калас пулать, предприяти хăйĕн пахалăхлă продукцийĕпе республика рынокĕнче çеç мар, ун тулашĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ. Унăн таварĕсем лавкка сентрисем çинче вăрах выртмаççĕ – хăвăртах сутăнаççĕ. Мускава та, акă, аш-какай продукчĕсене икĕ машина тиесе кайнă, вĕсене пĕтĕмпех сутса пĕтернĕ.

Курава хутшăннин тĕп çитĕнĕвĕ вара – продукцие пысăк хак пани. Аш-какай комбиначĕ туса кăларакан «Ветчина классическая», акă,- ылтăн, «Тушенка» кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Районти тепĕр пысăк предприяти - хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ те «Ылтăн кĕркунне - 2005» выставкăран çитĕнÿпе таврăннă. «Масло крестьянское сладко-сливочное» тата çулăхĕ 2,5 процентлă «Ряженка» ылтăн тата бронза медальсем çĕнсе илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2005
00:00
Поделиться
;