Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен пултарулăх çурчĕ 50 çулта

2005 çулта ачасен пултарулăх çурчĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ачасен пултарулăхĕн аталанăвĕ поселокра техника станцийĕнчен пуçланнă. Вăл иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче ĕçленĕ, Ленин урамĕнчи 47-мĕш çуртра вырнаçнă пулнă. Шкулта вĕренекенсем йывăç касса аппаланнă, линейкăсем, угольниксем, япала çакмалли колкăсем туса хатĕрленĕ.

Пионерсен çурчĕ вара поселокра 1955 çулхи август уйăхĕнче уçăлнă. Чи малтанах вăл чукун çул линийĕ хыçĕнче вăрман хуçалăхĕн çуртĕнче вырнаçнă. 1956 çулта уйрăм çурта куçарсан, пĕрремĕш директор пулса 1959 çулччен тимленĕ Николай Антонович Антонов ăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртес, тесе сахал мар вăй хунă.

1955 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш – хорпа ташă (ертÿçи Н.М.Барщевская), алĕç (ертÿçи Н.С.Насонова) – кружокĕсем ĕçлеме пуçланă. Пионерсен çурчĕн аталанăвне Г.Н.Буданова, Ю.А.Никифоров, З.А.Ильина, В.Я.Матвеев директорсем пысăк тÿпе хывнă.

1980 çулхи март уйăхĕнчен халăх депутачĕсен район совечĕн исполкомĕн йышăнăвĕпе пионерсен çурчĕ Вăрнарти пĕрремĕш шкулăн пушаннă зданине куçать, паянхи кунчченех унта ĕçлет. 1992 çултанпа ăна ачасен пултарулăх çурчĕн ятне параççĕ.

Кунсеренех вăл ачасен янравлă сассисемпе тулать – шкулта уроксем вĕçленсенех вĕренекенсем кунта васкаççĕ. Ачасемпе çамрăксем 450-ăн хăйсен пултарулăхне аталантарма кăмăл тунă. Вĕсем тĕрлĕ интерессемпе йĕркеленĕ 26 пĕрлешÿре, çав шутрах Пăртасри, Вăрманкасри, Калининăри, Вăрнарти иккĕмĕш шкулсенчи филиалсенче спорт, культурологи, декораципе прикладной искусство, илемлĕхпе эстетика, экологипе биологи, туризмпа краеведени, техника енĕпе тимлеççĕ. Пысăк хавхаланупа, хăйневĕрлĕ шухăшсемпе корабльсемпе самолетсем, машинăсен моделĕсене ăсталаççĕ, хутпа пусма çинче ÿкереççĕ, тăмпа тăварлă чустаран илемлĕ япаласем йăваласа тăваççĕ, çемçе теттесем çĕлеççĕ, çыхаççĕ, ташлаççĕ, шахматла тата сĕтел çинчи теннисла выляççĕ, компьютерпа усă курма хăнăхаççĕ, походсемпе экскурсисене çÿресе тăван тавралăха тĕпчеççĕ. Пултарулăх пĕрлешĕвĕсенче хуçасем ачасемпе çамрăксем пулнă май юратнă ĕçре хăйсене пуренлĕн кăтартма май пур.

Ачасен пултарулăх çурчĕ районта воспитани ĕçĕн центрĕ пулса тăнă май шкулсенчи организацисене, директорăн вĕрентÿ енĕпе тимлекен çумĕсене, аслă вожатăйсене, класс ертÿçисене методика тата консультаци пулăшăвĕ парать. Кунсăр пуçне «Асамат» организацин ĕçне йĕркелесе пырать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех районта туризм слечĕ, «Ылтăн алăсем» выставка, Экологи кунĕ, «Çамрăк экскурсовод» конкурс, «Чĕрĕлÿ хунавĕсем» вăйă-конкурс, «Тĕлĕнмелле шашка», «Шурă ладья» ăмăртусем, тĕпчев ĕçĕсен, вĕренÿпе пултарулăх проекчĕсен конкурсĕсем, фестивальсем ирттереççĕ.

Пултарулăх çуртне çÿрекенсем республикăри мероприятисене те активлă хутшăнса пысăк çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ.

Акă, «Теттесен тĕнчи» кружока çÿрекен Иван Захаров 2003 çулта «Проект-2003. Пуласлăх техники», «Çăлтăрсем патне çул» ÿкерчĕксен конкурсĕсенче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2004 çулта Денис Моисеев та «Первоцвет» ÿкерчĕксен конкурсĕнче иккĕмĕш пулнă. ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ шахмат ăмăртăвĕсенче пултарулăх çурчĕн пĕрлештренĕ команди 2003 çулта виçĕмĕш, 2004 çулта иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Сĕтел çинче теннисла выляссипе кунти команда районта çулсеренех чемпион ятне çĕнсе илет.

Çавăн пекех тĕрлĕ çулта «Йăрă мечĕк», «Хĕллехи стартсем» спорт ориентированийĕ енĕпе ăмăртусенче кружоксене çÿрекенсем малтисен ретĕнче пулнă. Таврапĕлÿçĕсен команди виçĕ çул хушши республикăри слетра пĕрремĕш, 2003, 2004 çулсенче туристсемпе таврапĕлÿçĕсен пĕтĕм Раççейри слетĕнче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Любовь Петровна Максимова пултаруллă директор ертсе пынипе вĕрентÿ, методика, культурăпа кану ĕçĕ-хĕлĕ пĕрмаях çĕнелсе аталанса пырать. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсенче Н.В.Есенцев, В.Г.Львов, В.М.Яковлев, В.А.Афанасьев, Г.И.Степанов, Л.Н.Семенова, В.А.Спиридонов, Е.И.Шарипова хушма пĕлÿ паракан педагогсен тÿпи пысăк.

50 çул хушшинче ачасен пултарулăх çурчĕн ĕçĕн форми, принципĕсем, меслечĕсем тĕрлĕ енчен улшăннă, анчах çирĕплетсех калама пулать, ку – савăнăçпа пултарулăх, ыркăмăллăхпа чун-чĕре пуянлăхĕн çурчĕ.

Пурне те – педагогсене, кунта вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене – юбилей ячĕпе саламлатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 октября 2005
00:00
Поделиться
;