Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарта 100 ытла ача наркăмăшланнă

Вăрнар поселокĕнче каллех пăтăрмах: халăх пысăк çĕкленÿпе вырăнти пуçлăхсемпе депутатсене суйлама хатĕрленнĕ кунсенче «васкавлă пулăшу» машинисем 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен ачасене пĕрин хыççăн теприне рай            онти тĕп больницăн инфекци уйрăмне ăсатнă. Кунта вырăн тивĕçми пулнă хыççăн чирлисене ача-пăча уйрăмне хума тытăннă. Больницăна лекнĕ 7-15 çулхи арçын ачасемпе хĕр ачасен пурин те чир паллисем пĕр пек пулнă: вар-хырăм хыттăн касса ыратнă, пуç çаврăннă, ÿт температури 39-40 градуса çитнĕ.

Чăваш Республикинчи Вăрнар поселокĕнчи 1-мĕш вăтамшкулти ачасем йышлăн наркăмăшланни пирки иртнĕ шăматкун радиопа Мускавран пĕлтерчĕç, чир пахалăхсăр кăлпассипе лекнĕ тесе хыпарларĕç. Каярахпа поселокра тĕрлĕ сас-хура çÿреме пуçларĕ – айăпĕ октябрĕн 11-мĕшĕнче кăнтăр апатĕнче шкул ачисене çитернĕ тăпăрчăра-мĕн. Теприсем инкек сăлтавне пахалăхсăр шывпа çыхăнтараççĕ.

Вăрнарти инкек пирки ĕнер хамăр республикăри хаçатсем те çырчĕç. Тĕрлĕ сас-хура тухнăран эпир те 1-мĕш вăтам шкулти пăтăрмахпа кăсăклантăмăр. Районти больницăн инфекци уйрăмĕнче, тĕп врач массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе калаçма хушман тесе, пире лару-тăрупа паллаштарма килĕшмерĕç. Апла пулин те шанчăклă çăлкуçсенчен çакна пĕлме май килчĕ. Больницăна пĕрремĕш чирлĕ ачасем, çичĕ-сакăр çулхискерсем, кĕçнерникун ирхине 2-3 сехетсенче килме тытăннă. Эрнекун инфекци уйрăмне тата 25 ача çакланнă. Октябрĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăрла тĕлне, больницăра 64 ача выртнă. Килĕсенче тата 40 ытла ачана сиплеççĕ-мĕн. Çакă паллă пулчĕ: ытларикун больницăна 1-мĕш вăтам шкулти тата 16 ачана вырттарнă. Çапла, çак шкулта вĕренекенсен 19 процентне чир çапса антарнă. Анчах, шкул ачисене Зонне дизентери (юнлă варвитти) çакланни паллă пулнă пулин те, темшĕн-çке ĕнерхи кунчченех шкула карантина хупма васкаман.

Халĕ чир сăлтавĕ шкул поварĕсенче тесе шутлаççĕ. Анализсем тăрăх, вĕсем маларах чире ура çинчех ирттернĕ-мĕн. Инфекци анлă сарăлнин сăлтавне теприсен шкул ачисем ирĕкри туалета çÿренипе те çыхăнтараççĕ. Ку кăна мар, вĕренекенсем коридорта лартнă бакри шыва пĕр куркаран ĕçеççĕ.

Çакă та паллă: Зонне дизентери «таса мар шыв» чирĕ-мĕн.

Поселокри 1-мĕш вăтам шкулти ачасене пысăк йышпа дизентери çапса ÿкерни, паллах, пурне те шутлаттармалла. Çак пăтăрмахшăн кам айăплă; Çакăн пек е урăхла инкек-синкек татах пулмĕ-ши; Чир мĕнле сарăлса кайнин сăлтавне ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен, халăхран пытарас марччĕ, тĕрĕссине пĕлтересчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 октября 2005
00:00
Поделиться
;