Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуртсăр юлнă

Пушар пысăк инкек пулни каламасăрах паллă. Вăл никама шелемесĕр çапса хуçма пултарать. «Хĕрлĕ автан» сас панине пула пурнăç тăршшĕпе пухнă тупрасăр, кил-çуртсăр тăрса юлма пултарать. Вут-çулăмра çын пурнăçĕ татăлни вара уйрăмах пысăк хуйхă. Шел пулин те, пушарсен шучĕ чакмасть.

Инкек куçа курăнса килмест, теçĕ. Акă, Çăлкас Кăкшăмри çамрăк çемье те çакăн пирки шутламан пулĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче 23 сехет иртсен вĕсен хуçалăхĕнче çулăм тухнă. Çемье пурăннă йывăç çурт тĕппи-йĕррипех çунса кайнă, кăмрăк купи пулнă. Теме, килте хăйсем тĕплĕн аслисемсĕр çывăрнă ачасем çăлăнма май тупнă, чĕрĕ-сывă юлнă. Шалти япаласене вара çăлса хăварма май килмен. Çурта страхламан пирки çемье 20 пин тенкĕлĕх тăкак курнă. Пушар хуçалăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вут-кăвар тухнин сăлтавне палăртса çитмен-ха. Çак тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех виçĕмкун, октябрĕн 24-мĕшĕнче, 23 сехет иртсен, уйрăм çынсен «Сельхозхими» предприятин территорийĕнче вырнаçнă сарайĕнче «хĕрлĕ автан» алхаснă. Хальхи вăхăтра пушарăн сăлтавне палăртассипе тимлеççĕ.

Çакна асăрхаттарса хăварас килет. Сивĕ вăхăтра хваттерсенче, çуртсенче ăшă паракан приборсемпе усă кураççĕ. Çавна май вĕсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Кил-çуртра ача-пăчана пĕччен хăварни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Ан манăр, пушарăн вăрăм алли тимсĕрлĕхпе çăмăлттайлăха каçармасть.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2005
00:00
Поделиться
;