Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăмăртусене хутшăннипе кăна сывлăхлă пулаймăн...

Юлашки вун икĕ çулта, Николай Федоров Президент тĕрĕс çул кăтартса пынипе, республикăра массăллă физкультурăпа спорта аталантарассине сыхласа хăварма кăна мар, ăна самай çÿллĕрех шая çĕклеме май килнĕ. Çакăнпа пĕрлех паян отрасль аталанăвĕн нормативлă право никĕсне çĕнетсе пырассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикинче Раççейри ытти регионтан чи малтан «Физкультурăпа спорт çинчен» саккун (1994 ç.) йышăннă. Пурнăç улшăнăвĕсене кура пилĕк çултан ăна çĕнетнĕ. Кунсăр пуçне отрасле аталантарас тĕлĕшпе Чăваш енре вуншар нормативлă документ вăйра. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – «Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта тата туризма аталантарассине патшалăх енчен пулăшу памалли мерăсем çинчен», «ЧР массăллă спорта аталантармалли хушма мерăсем çинчен» тата ытти саккунсем, физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине аталантарассипе 2003-2006 çулсем валли йышăннă комплекслă программа.

Иртнĕ эрне кун ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Вăрнар районĕнче иртнĕ коллегин анлă ларăвĕнче шăпах асăннă программа епле пурнăçланса пыни пирки калаçрĕç.

Лару пуçланиччен коллеги членĕсем «Химик» стадион çумĕнче çĕкленнĕ спорткомплекса çитсе курчĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ку ахальтен мар. Тĕп докладчик – ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ В.Краснов – хăйĕн сăмахĕнче спорт комплексĕсене çĕклени халăхăн сывлăхне çирĕплетессипе тата ăна сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе çыхăннă тĕп ĕçсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе «2010 çулчченхи тапхăрта Чăваш Республикинче физкультурăпа спорт комплексĕсене туса хута ярасси» çумпрограмма çирĕплетнĕ. Ун тăрăх, пур шайри укçа-тенкĕне явăçтарса, республикăри кашни район-хулара сывлăха çирĕплетмелли комплекссем çĕклеме палăртнă. Вăрнарта кĕске вăхăтра туса лартнă комплекс тĕслĕхлисен шутĕнче, çакна министр та палăртрĕ. Çавăн пекех вăл ку енĕпе Канаш, Красноармейски районĕсенче, Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче ăнăçлă ĕçленине каларĕ.

Паянхи кун Чăваш енре пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине ытларах туртăнма пуçланин кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Енчен те 2003 çул пуçламăшĕ тĕлне спорта 237 пин çын явăçнă пулсан, кăçалхи çул тĕлне çак хисеп 256 çын таран ÿснĕ.

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен, спорт сооруженийĕсемпе базисен сетьне çирĕплетессипе тата аталантарассипе те тунă ĕçсем те курăмлă. Паянхи кун вĕсен шучĕ 3532-е çитнĕ, виçĕмçул 3381 пулнă. Юлашки икĕ çулта вĕсене реконструкцилеме тата çĕннисене хута яма республика бюджетĕнчен 27 миллион тенкĕ укçа кайнă, адреслă инвестици программипе федераци бюджетĕнчен 62 миллион тенкĕ явăçтарнă.

Çапах та спорт сооруженийĕнчи пурлăхпа техника базипе паян мухтанмаллиех çук-ха. Уйрăмах вĕсем ялсенче йывăр лару-тăрара,- терĕ министр. - Патăрьелĕнчи, Комсомольскинчи, Çĕрпÿри, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем, акă, паянхи пурнăç условийĕсене тивĕçтермеççĕ кăна мар, вуçех юхăнса кайнă».

Комплекслă программăна çĕнĕ формăсем кĕртни халăха спорта ытларах явăçтарас тĕлĕшпе тунă пысăк утăм. Юлашки çулсенче район-хуласенче йĕркелекен массăллă спорт мероприятийĕсен шучĕ ÿснĕ, ĕç коллективĕсем, организаци-предприятисем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Паянхи кун республикăри ял-хуласенче пĕтĕмпе 198 спорт пĕрлешĕвĕ ĕçлет, вĕсенче 36 пин ытла çын спортăн вăл е ку тĕсĕпе кăсăкланать.

Чи лайăх спорт клубĕсене тупса палăртас тата хавхалантарас тĕлĕшпе смотр-конкурссем ирттереççĕ, хăшĕсем Раççейри конкурсра çĕнтереççĕ пулин те ку енĕпе те федераци шайĕнче татса памалли ыйтусем пур-ха. Нумайăшĕнче пурлăх бази, спорт хатĕрĕсем çителĕксĕр, теприсем официаллă майпа регистрациленмен...

Вячеслав Краснов министр хăйĕн докладĕнче çавăн пекех министерствăсемпе ведомствăсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче ирттерекен спартакиада ырă йăлара пулнине асăнчĕ, чăваш спортсменĕсен тĕнче шайĕнчи çитĕнĕвĕсемпе манăçланнине палăртрĕ, тĕслĕхсене цифрăсемпе çирĕплерĕ.

Физкультурăпа спорт аталантарассипе 2003-2006 çулсем валли йышăннă программа еплерех пурнăçа кĕрсе пынипе ытти отрасль представителĕсем те тухса каларĕç. ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.Петрова шкулсемпе ача сачĕсенче физкультурăпа спорт ĕçне аталантарассипе тунă чылай ырă ĕç çинче чарăна тăчĕ. «Паянхи куна республикăри мĕнпур шкулсенче 82,2 процентĕнче спортзал пур, 2003 çулта 75 процент пулнă. Пирĕн тĕллев - кашни вĕрентÿ учрежденийĕсенчех спортзалпа площадка туса хурасси», - терĕ вăл. 2003-2005 çулсенче шкулсене пĕтĕмпе 30 миллион ытла тенкĕлĕх спортинвентарьпе тивĕçтернĕ. Çак кунсенче кăна тата пирĕн регион спорт хатĕрĕ туянма 3 миллион та 500 тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Министр çумĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл кăçал таварпа мар, укçан килĕ. Çапла туни шкулсене пахалăхлă таварпа тивĕçтерессине тĕрĕслеме май парĕ.

Чылай шкулта паян физкультура урокĕсене çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Ырă опыт кăтартакансем хушшинче вăрнарсене те асăнчĕ С.Петрова. Çывăх вăхăтра эксперимента хутшăнакансем 70 пин тенкĕлĕх спорт оборудованийпе пуянланассине пĕлтерчĕ.

- Анчах паян мĕнпур вĕренекен сывă пурнăç йĕркине тытса пырать тесе калама иртерех-ха. Çулсерен вĕрентÿ системинче 600 ытла спорт ăмăртăвĕ йĕркелетпĕр пулин те, çул çитмен ачасем преступлени тăвасси çав-çавах пысăк. Эппин, кунта пирĕн, аслисен те, айăп пур. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе, тĕрĕс çул кăтартса паракан кирлĕ, - терĕ вăл пăшăрханса.

Çавăн пекех вĕрентÿ министрĕн çумĕ шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче спорт инструкторĕсем çителĕксĕрпи, воспитательсен ку енĕпе хушма пĕлÿ илмелли çинчен те чарăнса тăчĕ.

Вăрнар районĕ масăллă физкультурăпа спорта аталантарассипе яланах малтисен йышĕнче пулнă. Çулсерен спортăн тĕрлĕ енĕпе вун-вун ăмăрту йĕркелени, унăн аренинче çĕнĕ ятсем çурални те çакнах çирĕплетет. Иртнĕ çул вăл, акă, ку енĕпе республикăра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çавăн пек районта ыттисемпе «пайламалли» паха опыт та пур. Министерствăн анлă ларăвĕнче унпа район пуçлăхĕ А.Кузьмин паллаштарчĕ. Районти чылай предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлара. Аш-какай комбиначĕн, хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕн, хутăш препаратсен завочĕн, «Вăрнаргаз» филиалăн хăйсен футбол тата волейбол командисем пур. Вĕсем райота çеç мар, республика турнирĕсенче те ăнăçлă ăмăртаççĕ.

Ял хуçалăх предприятисенчен ĕç çыннисене спорта явăçтарассипе «Хорнзор», «Янгорчино», «Победа», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем аван ĕçлеççĕ, час-часах ăмăртусем йĕркелеçĕ.

Тепĕр ырă йăлана та асăнмасăр иртме çук. Райота кирек мĕнле пуху е конференци иртет - хыççăнах унта хутшăнакансем волейболла выляса тупăшаççĕ тата ыт. те.

Ларура çавăн пекех ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă пурнăç аталанăвĕн министерствин представителĕ Н.Николаев, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн пай пуçлăхĕ И.Ильин, ЧР «РОСТО» организаци представителĕ С.Матвеев, Красноармейски районĕн культура, çамрăксен ĕçĕсен тата физкультурăпа спорт управленийĕн тĕп специалисчĕ А.Лебедев, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультечĕн деканĕ А.Пьянзин тата ыт. тухса каларĕç.

Василий Филиппович, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин ветеранĕн, сăмахĕсем пĕрремĕш ыйтăвăн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Вăл спорт аталанма чăрмантаракан хăш-пĕр ыйтусене хускатрĕ. Физкультура учителĕсене кăна мар, тренерсене те вĕрентсе квалификацине ÿстересси çинчен уйрăммăн чарăнса тăчĕ. «Ăмăртусене хутшăннипе кăна сывлăхлă пулаймăн. Сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пымалла. Енчен те ку енĕпе хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, ертсе пыракан пулмасан - малалла каяймăн», - терĕ вăл.

Иккĕмĕш ыйтупа - 2006 çулта ирттерме палăртнă мероприятисен планĕпе - Физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ А.Яковлев паллаштарчĕ. Çитес çул республикăра тĕрлĕ енпе 1500 ытла спорт ăмăртăвĕ йĕркелеме палăртнă.

Коллеги членĕсем пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2005
00:00
Поделиться
;