Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăка амантнă

Çул çинче инкексем пуласси пачах чакмасть. Час-часах кама та пулин çапса хăварнине, амантнине илтме пулать. Çанталăк шăнтса пынă пирки çулсем япăх, çавăнпа халĕ водительсен те, çуран çÿрекенсен те уйрăмах тимлĕ пулмалла. Тимсĕрлĕх инкек патне илсе çитерни çинчен манса ан кайăр.

Акă, октябрĕн 24-мĕшĕнче 21 сехет тĕлнелле Карл Маркс урамĕнчи «Пассажирский перевозчик» тулли мар яваплă общество çывăхĕнче çăмăл автомашина çуран пыракан И.Н.Васильев çине кĕрсе кайнă. 30 çулти çамрăка тĕрлĕ сурансемпе хирурги уйрăмне хунă. Автомашина водителĕ инкек пулнă вырăнтан тарса çухалнă.

Çак инкеке кам та пулин курнă пулсан шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмне 2-12-41 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 октября 2005
00:00
Поделиться
;