Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Донор кунĕ иртнĕ

Чирлĕ çынсем валли юн пани – хисеплĕ ĕç. Хамăр юна парса тепĕр çын пурнăçне çăлса хăварма пултаратпăр.

Çавна май октябрĕн 25-мĕшĕнче районта донор кунне ирттернĕ. Ăна Вăрнар район тĕп больницинче республикăри юн илекен центр йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе çак кун 57 çын юн панă. Донорсен кунне йĕркелесе ирттерес ĕçе тĕп больницăра вăй хуракансем активлă хутшăннă. Вĕсен йышĕнчен вун пилĕкĕн юн панă. Çавăн пекех Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекенсем, «Мураты» ялхуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем активлă пулнине палăртмалла. Кунсăр пуçне юн пама ниçта ĕçлемен 10 çын килнĕ.

Нумай çул хушши юн паракансен йышĕнче – Галина Николаевнăпа Владимир Алексеевич Приезжевсем. 29-мĕш професси училищинче вăй хуракан Галина Николаевна 30 хут ытла донор пулнă. Мăшăрĕ Владимир Алексеевич 50 хут ытла юн панăскер, «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ.

Пĕр кун маларах октябрĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпел ялĕнче донор кунĕ иртнĕ. Унта 36 çын хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 октября 2005
00:00
Поделиться
;