Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат-журнал çырăнма васкăр

Хальхи вăхăтра 2006-мĕш çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма хаçат-журнал çырăнтарассипе хĕрÿ тапхăр пырать. Вулакансем хăйсем кăмăллакан хаçат-журналсемпе тепĕр çул та çыхăну татас мар тесе почта уйрăмĕсене васкаççĕ. Кашни киле тĕрлĕ пичет изданийĕсем килсе тăччăр тесе ялти почтальонкăсем те сахал мар вăй хураççĕ.

Вăрнарти почта уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вулакансем «Кил-çурт: хушма хуçалăх» тата «Хыпарăн» ытти кăларăмĕсене ытларах çырăнаççĕ. Çавăн пекех «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕн тусĕсем те чылай. Халлĕхе «Çĕнтерÿ çулне» 98 экземпляр çырăннă. Хаçат районта пулса иртекен ĕçсем çинчен оперативлă та кăсăклă пĕлтерет, район пурнăçне çутатакан тĕп çăлкуç пулса тăрать. Çавăнпа почта уйрăмĕсене васкама, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тусĕсен йышне кĕме сĕнетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 октября 2005
00:00
Поделиться
;