Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика больницинчи врачсем – Вăрнарта

Çак эрнере районта, Вăрнар район тĕп больницинче ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин специалисчĕсем тата республикăри больницăсенче ĕçлекен врачсем пулнă.

Чăваш Республикин тĕп инфекционисчĕ Владимир Варламов приема çырăннă ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене консультаци пулăшăвĕ панă. Кунсăр пуçне врач Вăрнарти тĕп больницăра тимлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Больницăран пĕлтернĕ тăрăх, дизентери чирĕпе чирленĕ ачасем сывалса пыраççĕ, хăйсене аван туяççĕ. Больницăра «дизентерия» диагнозпа выртакансене сиплеме пур эмелсем те çителĕклĕ.

Республикăри офтальмологи больницин терапи уйрăмĕн заведующийĕ Людмила Скворцова та Вăрнарти тĕп больницăра ача-пăчана тата аслисене пĕтĕмпе 65 çын йышăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ ватă çынсем, пенсионерсем, Аслă Отечественнăй вăрçă виçĕ ветеранĕ. Чирлекенсенчен 20 проценчĕ операци хыççăн глаукома тата катаракта, 30 проценчĕ куçсен дистрофи чирĕсем пирки килнĕ. Ыттисем, аслисемпе ачасем рефоракци аномалийĕ тĕлĕшпе пулăшу ыйтнă. Хăш-пĕр чирлисене республикăри офтальмологи больницине операци тума е тĕрлĕ аппаратсемпе сипленме янă. Ыттисене Вăрнарти тĕп больницăра консервативлă майпа сипленме çырса панă.

Çавăн пекех Вăрнарти тĕп больницăра ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин специалисчĕсем комплекслă тĕрĕслев ирттерме тата йĕркелÿпе методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе пулнă.

Специалистсем поликлиника ĕçĕпе паллашнă, район больницин стационарлă уйрăмĕсене çитсе курнă. Ялти халăха медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелекен тĕп специалист Е.И.Арсентьева Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çумĕнчи çемье врачĕн офисĕнче медицина докуменчĕсене тĕрĕсленĕ.

Республикăри специалистсем сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче кирлĕ методика материалĕпе тивĕçтернĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăламаллине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 октября 2005
00:00
Поделиться
;