Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун туртнă ĕç

Вăрнар типографийĕнче нумай çул ĕçленĕ Александра Петровна Петрова чăннипех хисепе, ăшă сăмаха тивĕç. Кунта вăл пĕр улшăнмасăр 29 çул вăй хунă(1946-1975 çулсем). Пĕр вăхăтрах наборщица тата печатница ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Ку профессие ятарлă вĕренÿ заведенийĕнче мар, хăй тĕллĕн алла илнĕ. «Ун чухне типографи хальхи хутăш препаратсен завочĕн территорийĕнчи йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Канса ларма вăхăт та пулман пирĕн. Печатника вĕренес тесе мĕн чухлĕ тĕрмешмен пулĕ; Астăватăп-ха, каçхине, пурте килĕсене салансан, пичет машинне ĕçлеттереттĕм. Кирлĕ мар хутсене яра-ярах ĕçлеме вĕрентĕм»,- аса илет вăл.

- Çутă пĕтсе ларсан тата машинăна алăпа çавăрттарса хаçат çапни те пайтах пулнă...»                                                                                            Темле пулсан та чун туртнă ĕçе пăрахман А.Петрова. Тивĕçлĕ канăва кайиччен переплетчицăра тимленĕ вăл. Чылай çул хушши чунне парса, тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ĕç ветеранне Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысланă.Тÿлевсĕр путевкăпа икĕ хутчен Латвире, Украинăра, Грузире пулса курнă.     



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;