Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат илемленет, вулакана килентерет

«Çĕнтерÿ хаçатăн» çĕнĕ номерне алла илсен, вулакан тÿрех унти сăнÿкерчĕксемпе паллашма пикенет, вĕсем çине чылайччен пăхса киленет. Ку сăлтавсăр мар. Сăнÿкерчĕксенче Çĕрпел тăрăхĕнчи ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, Çавалкас тырпул ăстисем, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи пысăк пахалăхлă продукци туса кăларакансем, культура, сывлăх, вĕрентÿ, йăла, суту-илÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансемпе палăрнă çамрăксем... - пурте вĕсем районăн ÿсĕмĕпе утăмне сăнласа параççĕ.

Вулакана хаçат килĕшет, килентерет пулсан, ăна калăпласа, илемлетсе кăларакансен ăсталăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕплетсе парать. Сăмах кунта хаçатăн яваплă секретарĕпе фотокорреспондентăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырать.

Сăмах май малтанхи ырă йăласем пирки кăштах чарăнса тăрам-ха. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче район хаçачĕн йышĕнче фотокорреспондент пулман. ТАСС фотохроники ярса панă сăнÿкерчĕксемпе ытларах усă курнă, вырăнтисене сайра-хутра çеç пичетленĕ. Ирĕксĕрех Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсен корреспонденчĕсенчен пулăшу ыйтма тиветчĕ. Пирĕн ыйтусене вĕсем тивĕçтерсех тăратчĕç. Ку енĕпе «Советская Чувашия» хаçатри П.Ефремов, «Коммунизм ялаври» К.Зиньков, «Çамрăк коммунистри» И.Никифоров, «Ялав» журналти А.Припалов фотокорреспондентсем нумай пулăшу паратчĕç. Типографисен пурлăх бази çителĕксĕр пирки клишесем тума Канашри, Шупашкарти тата Хусанти цинкографисене ярса тăраттăмăр. Çавăнпа сăнÿкерчĕксене вăхăтра пичетлеме май килместчĕ.

Пирĕн пĕр тĕллев: хаçата илемлĕрех кăларасси, район пурнăçне пур енлĕн çутатасси, хуçалăхсенчи ăмăртăва анлăн çырса кăтартасси, малта пыракансен опытне сарасси, çитменлĕхсене уçса парасси пулнă. Хамăрăн умри тивĕçе чыслăн ĕçе кĕртсе пынă. Çакна республикăри районсемпе хуласенче тухса тăракан хаçатсен сморт-конкурсĕсенче Вăрнарсен хаçачĕ яланах малти вырăнсене çĕнсе илни те яр-уççăн çирĕплетсе парать.

Фото ĕçне юратакансене ытларах явăçтарма тăрăшаттăмăр. Пĕррехинче редакци çуртне яштака пÿллĕ, сарăрах сăн-питлĕ çамрăк кĕрсе тăнăччĕ. Унăн аллисенче сăнÿкерчĕксемччĕ. Паллашрăмăр. Виссарион Кожанов пулчĕ иккен. Аш-какай комбинатĕнче ĕçлекен, хăйсен предприятийĕнче малта пыракансене ÿкернĕ-мĕн.

- Çак сăнÿкурчĕксене хаçатра пичетлеме пулать-ши; - хăюсăррăн сăмах хушнăччĕ вăл.

Сăнÿкурчĕкĕсене хаçатра пичетлесех тăтăмăр. Кайран, редакци йышĕнче фотокорреспондент хушăнсан ăна тÿрех ĕçе илтĕмĕр. Ватлăхри канăвне тухичченен çав вăхăтра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнчĕ вăл.

Халĕ редакципе типографинчи лару-тăру йăлтах урăхла. Хаçата компьютер çинче пухаççĕ, сăнÿкерчĕкĕсене те çийĕнчен унăн страницисене вырнаçтараççĕ. Хăвăрт та меллĕ пулса пырать. Ĕлĕкхипе хальхи хаçатсене танлаштарса пăхатăп та тĕлĕнетĕп çеç мар, савăнатăп та, мĕншĕн тесен паянхи номерсем илемлĕхĕпе те, шухăшĕпе те лайăхрах, тарăн шухăшлăрах. Эпĕ астунă тăрăх, редакцире яваплă секретарĕн ĕçĕ нихăçан та çăмăл килмен, хаçатăн çĕнĕ номерне кăларса ярасси те, унти материалсене паянхи пурнăçпа çыхăнтарасси те, васкавлă хыпарсене пĕрремĕш страницăра вырнаçтарасси те - йăлтах яваплă секретарĕн ĕçĕпе çыхăннă. Хаçатăн сăн-сăпачĕ, илемлĕхĕ, шухăшĕ, чĕлхи унăн ăс-тăнлăхĕнчен, пĕлĕвĕнчен нумай килет. Яваплă секретарь С.Чикмякова «Çĕнтерÿ çулне» пысăк ăсталăхпа калăплать. Хаçатра лайăх,  илемлĕ калăпласа кăларнипе пĕрлех, сăвă-калавсем, очерксем, публицистикăлла статьясем нумай пичетлесе тăрать. Кĕскен каласан, хаçатăн унчченхи пуçарăвĕсене малалла ăнăçлă тытса пырать. Хаçатри статьясен витĕмлĕхĕшĕн В.Николаев, И.Яковлева, Е.Тикинева журналистсем сахал мар вăй хураççĕ. И.Ивановапа Е.Владимирова операторсем вĕсем çырнă материалсене вăхăтра пичетлесе параççĕ. «Çĕнтерÿ çулне» лайăхрах кăларас тесе Вăрнарти издательство çурчĕн директорĕ тата тĕп редакторĕА.Фомина малашне те çĕнтерÿллĕ çĕнсе пытăр. Район хаçатĕнчи мĕнпур журналистсемпе вулакансене саламлас килет. Ăнăçу сире, хаклă тусăмăрсем!



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;