Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисепе тивĕç

Вăрнар тăрăхĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата алăра тытса курман, ăна вуламан çын çук та пулĕ. Ахăртнех, вĕсенчен нумайăшĕ хаçат мĕнле тухнине, ăна мĕнле калăпланине пĕлмест те. Хаçат кăларассишĕн журналистсемпе тан полиграфистсем те тăрăшаççĕ. Район хаçачĕ 70 çул тултарать. Çак хушăра ăна калăпласси, пичетлесси темиçе ăру çыннисем çине тиеннĕ. Типографинче вăй хуракансен куçĕ умĕнче хаçат кун çути курать. Тĕрлĕ çулсенче кунта пултаруллă, ĕçе чунтан парăннă çынсем тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Акă, Упнертен вĕсем виççĕн.

Юлия Исаковна Васильева Вăрнар типографине 1956 çулта пынă. Вăтăр çул ытла ырми-канми ĕçленĕ, заказсем пурнăçланă, хаçат калăпланă тата ытти те. Тĕрлĕ çулсенче вăл печатницăра, верстальщицăра, наборщицăра вăй хунă.

1953 çулта Малти Ишекри 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк тăван хуçалăхра ĕçленĕ. 1955 çулхи февраль уйăхĕнче Ю.Васильева Калинино салинчи типографине кайса кĕнĕ. Унта малтанах наборщица ĕçне хăнăхнă. Çав çулсенче район хаçачĕ Калинино салинче тухса тăнă. Унăн редакторĕнче П.Краснов тимленĕ. Маттур хĕре вăл профессие алла илме сĕннĕ. Çапла Ю.Васильева ятарлă пĕлÿ илмесĕрех наборщица ĕçне хăнăхса пынă. Нумаях та вăхăт иртмен типографине Вăрнара куçарнă. Ю.Васильева, ĕç вырăнĕ пулман пирки пĕр хушă Элĕкри типографинче тимленĕ, кайран Вăрнара таврăннă, 1987 çулчченех кунта ĕçленĕ. Çав хушăра Упнер каччипе çемье çавăрнă, ялта пурăнма пуçланă.

Юлия Исаковнапа пĕр ялтан М.Волковапа Е.Федорова переплечицăра вăй хунă. Çăмăл пулман кунта ĕçлеме. Хăшпĕр машинăсене алăпа çавăрттарма лекнĕ. Ю.Васильева типографин хальхи çуртне хăпартнине те астăвать. Ку ĕçре кунта вăй хуракансем пурте хутшăннă.

Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, производствăра ÿсĕмсем тунăшăн 1977 çулта ăна ЧР Верховнăй Совет Президиумĕн указĕпе килĕшÿллĕн «Промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Тивĕçлĕ канура пулин те Юлия Исаковна ĕçсĕр лармасть. Мăшăрĕпе иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пÿрт-çурт тирпейлеççĕ.

- «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кашни çулах çырăнатăп. Ăна вуланă чух ĕçленĕ çулсене аса илетĕп. Типографинче халĕ ĕçлекен коллектива ăнăçу сунатăп,- тет Ю.Васильева.

Кивьял Хапăсри Александра Осиповна Иванова мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех типографинче наборщицăра ĕçленĕ. Унăн кунти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 22 çулпа танлашать. Александра Осиповна наборщицăна ятарласа вĕренмен. Малтанах вăл виçĕ уйăх вĕренмелле çак профессипе ĕçленĕ, каярахпа, кăмăла кайсан, типографинчех юлма шут тытнă. Заказсем нумай пулнăран çăмăлах килмен А.Иванована, хăшпĕр чухне смена хыççăн юлса та ĕçленĕ.

- Пирĕн коллектив туслăччĕ, эпир пĕр-пĕринпе пушă вăхăтра шÿтлесе-кулса та илеттĕмĕр, çавă та вăй хушнă пулĕ. 22 çул ĕçленĕ хушăра йывăрлăхсем пулман мар, паллах. Хăш чухне наборлама материалсем çитместчĕç,- аса илет А.Иванова. - Çапах та хушнине яланах вăхăтра пурнăçланă. Лайăх ĕçшĕн Александра Осиповна темиçе хутчен те Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;