Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пур çĕрте те ăна хапăлласа кĕтнĕ

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн фотокорреспондентне, Виссарион Максимович Кожанова, пĕлмен-палламан çын районта çукрах пуль. Вăл утмăлмĕш-тăхăрвуннăмĕш çулсенче, вăтăр çула яхăн, хаçатра вăй хунă. Çак хушăра В.Кожанов пиншер-пиншер çыннăн сăн ÿкерчĕкне пичетленĕ. Тĕрĕссипе, районта вăл пулман-çитмен кĕтес юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Пур çĕрте те – выльăх-чĕрлĕх фермисенче, уй-хирте, машинăпа трактор паркĕсенче, предприятисен цехĕсенче, шкулсенче тата ытти çĕрте те тăна яланах хапăлласа кĕтнĕ. Ĕçре малта пыракансен, пултаруллă çынсен сăнĕсемпе вулакансене паллаштарни чăннипех пархатарлă ĕç пулнине Виссарион Максимович лайăх туйса тăнă, хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçласа пынă.

В.Кожанов – СССР Журналистсен союзĕн членĕ. Унăн ĕçĕсене сăн  ÿкерчĕкĕсене Шупашкарта, çавăн пекех Мускавра пичетленнĕ чылай кĕнекесене кĕртнĕ, республикăри тата центрти хаçатсемпе журналсем хапăлласа йышăннă. Чаплă фотокорреспондент хăйĕн чи лайăх ĕçĕсене тĕрлĕ выставкăсенче кăтартнă.

В.Кожанов пултаруллă фотокорреспондент кăна мар, ăста спортсмен та. Çăмăл атлет пулнă май, республика шайĕнче сумлă ят илме пултарнă, çĕршыври тĕрлĕ хуласенче ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă.

Халĕ ветеран-фотокорреспондент тăван ялĕнче – Мăньял Хапăсра пурăнать. Çитмĕл урлă каçнăскер, ватăлма васкамасть-ха. «Хаçатра ĕçленĕ çулсем ĕмĕрне те манăçмаççĕ»,- тет Виссарион Максимович.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;