Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Пурнăçăм типографире иртрĕ...»

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕн Перасковья Егоровна Игнатьеван пурнăçĕ типографинчех иртнĕ тесен тĕрĕс пулĕ. Унăн ашшĕпĕ амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех хура çĕр çинче ĕçлесе пурăннă. Анчах «кулаксен» шутне кĕртсе вĕсен пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ. Хĕрне те «кулак хĕрĕ» тесе ниçта та вĕренме, ĕçлеме илесшĕн пулман.

Юрать-ха йыснăшĕ - Çĕмĕрле район хаçат редакторĕ Павел Захарович Дубровин – 1934 çулта хăй патне ĕçе вырнаçтарнă. Чи малтанах вăл типографинче вĕренекен пулса ĕçленĕ. Набор ĕçне хăвăртах хăнăхса çитнĕ, аслисемпе тан тăрăшма пуçланă. 1936-1939 çулсенче Патăрьел типографийĕнче, 1939-1950 çулсенче Комсомольски типографийĕнче вăй хунă. 1953 çулта шăпа ăна Вăрнара илсе çитернĕ. 1968 çулчченех таса кăмăлпа туса пынă вăл тивĕçĕсене. Пысăк разрядлă наборщицăна кашни уяврах Мускавран, Шупашкартан салам хучĕсем ярса панă, Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе наградăланă.

 

Елизавета Сидоровна Кудрявцевашăн ĕç яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Вăрнарти типографинче 35 çул тăрăшнă вăл.

1955 çулхи декабрьте Е.Волков редактор патне ĕç ыйтма пырсан, ăна типографире наборщица вырăнне сĕннĕ. Килĕшнĕ Елизавета Сидоровна. Ку ĕçе алла илесси уншăн йывăр пулман, вăл яланах тăрăшулăхпа палăрнă. 1956 çулта Шупашкар район хаçачĕн типографине куçнă вăл, печатник ĕçĕсене туса пыма тытăннă. Анчах Вăрнар хаçат редакторĕпе Ефим Волковпа типографи директорĕ Николай Зубровский çыру урлă каялла таврăнма чĕнсе янă. Ăста специалиста Кÿкеçрен те ярасшăн пулман. Е.Кудрявцева тăван тăрăхах суйласа илет. 1957 çултан наладчица, 1970 çултан корректор, 1973 çултан нормировщица пулса ĕçлеме тÿр килет ăна. Тин çеç килекенсене те ĕçлеме хăнăхтарнă вăл, кашни валлиех вăхăт пулнă унăн.

Халĕ Елизавета Сидоровна тивĕçлĕ канура, ывăлĕпе пурăнать.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;