Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăтăр та виçĕ çул – директорта

Шăп та лăп 33 çул, е юмахрилле каласан, вăтăр та виçĕ çул Вăрнарти типографи директорĕнче пĕр улшăнмасăр тимленĕ Вениамин Иванович Сорокин. Тĕрĕссипе, хăйĕн пурнăçĕн хĕрĕх çулне вăл типографи ĕçĕпе çыхăнтарнă. Мăн Явăш каччи, Совет çарĕнчен тин кăна таврăннăскер, тÿрех тĕп хулана – Шупашкара çул тытнă. Пĕр вăхăт ансамбльте ĕçленĕ. 1960 çулта В.Сорокина шăпа 1-мĕш типографине илсе çитернĕ. Кунта темиçе çул вăй хунă хыççăн, ăста полиграфист пулса тăнăскер, Вăрнар тăрăхне таврăннă, ăна типографие ертсе пыма шаннă.

Вăтăра та çитеймен директор çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ. Типографи цехĕсене анлăлатас тĕллевпе строительство ĕçне сарса янă. Кашни çул тенĕ пек çĕнĕрен те çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма пултарнă. Вениамин Иванович ертсе пыракан полиграфистсен коллективĕ республикăра яланах чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Ахальтен мар пуль рабочисене те, пуçлăха та тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Илес-тĕк, В.Сорокин – ЧР Промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна «СССР пичет отличникĕ» паллăпа, хамăр республикăн Аслă Канашĕн, РСФСР тата СССР Министрсен Канашĕпе ВЦСПСăн Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă. Сăмах май каласан, хамăр республикăра Вениамин Иванович пек вăтăр çул ытла типографи директорĕнче халлĕхе никам та ĕçлеймен-ха.

Ветеран пилĕк çул каялла юратнă ĕçе пăрахнă. Тивĕçлĕ канура та алла усса лармасть: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, хурт-хăмăрпа киленсе ĕçлет. Кĕçех, Пукрав кунĕнче, Вениамин Иванович 67 çул  тултарать. Анчах ăна никам та хăй çулне памасть – яланах шÿтлекенскер, 20-30 çул çамрăкрах курăнать.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;