Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентенĕсене тав тăвать, çамрăксене пулăшать

Светлана Федоровна Шланова (халĕ Сергеева) Мăнъял Хапăсра çуралса ÿснĕ. Вăрнар типографийĕнче вăл 1976 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн ĕçе кÿлĕннĕренпех заказсем, хаçат çапнă çĕрте тăрăшнă. Туслă коллективра яланах ĕç ăнать. Пысăк опытлă печатниксем – Нина Чашкина, Евдокия Федорова, Михаил Павлов - çамрăк специалиста чылай вĕрентнĕ. С.Шланова вĕсене паян кун та ырăпа аса илет. Лайăх ĕçшĕн ăна пĕрре кăна мар грамотăсемпе, парнесемпе чысланă.

-Типографире 26 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Алăран ĕç нихăçан та кайман. Ун чухнехи полиграфи оборудованине хальхипе танлаштараймăн, паллах. Паян ытларах компьютерпа ĕçлеççĕ. Малтан вара 10 пине яхăн тиражпа тухакан район хаçатне 5-6 сехет алăпа çапма тиветчĕ, - тет вăл.

Халĕ Светлана Федоровна тивĕçлĕ канура. Апла пулин те типографине килсех çÿрет вăл. Çамрăксен ĕçĕпе интересленет, кирлĕ чухне ырă канаш парать.


"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;