Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яланах сыхă!

Право йĕркине, саккунлăха сыхласси – кăткăс та яваплă, йывăр та хăрушă ĕç. Çак ĕçре çыннăн чи паха енĕсем - çирĕп вăй-хал, ырă кăмăл, паттăрлăх, ытларах та каласан, хăвна ху хĕрхенменни – кирлĕ. Район территорийĕнчи – поселокри, ял-саласенчи - йĕрке, çынсен хăрушсăрлăхĕпе сывлăхĕ милици тумĕ тăхăннă çынсенчен килет. Çакна эпир яланах асра тытса вăй хуратпăр.

Криминаллă кăткăс лару-тăрура тимлеме тивнĕ май, шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ право йĕркине пăсассине асăрхаттарассине, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессине, профилактика ĕçне тĕллевлĕ туса пырассине тĕпе хурать. Оперативлă-профилактикăлла ятарлă операцисене çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшатпăр.

Пасар хутшăнăвĕсен тапхăрĕ кăларса тăратнă хăшпĕр ырă мар пулăмсене пула Вăрнар тăрăхĕнче те преступленилле ĕçсем тăвасси ÿснине палăртмалла. Синкерлĕ ĕçсем - çынна юриех вĕлернĕ, хурах пуснă, çаратнă, çын сывлăхне юриех сиен кÿнĕ тĕслĕхсем – кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пулни пире хытă пăшăрхантарать. Харпăр хăйне йÿле янипе хăшпĕрисем ĕçрен писĕхнĕ, ыттисен шучĕпе пурăнма хăтланаççĕ, ют пурлăха çаратас çул çине тăнă. Юлашки çулсенче çавăн пекех халăх ĕçкĕ-çикĕпе ытла та чараксăр иртĕхме тытăнни пурне те шутлаттарма тивĕçлĕ. Çавна пулах янтă пурлăха хапсăнасси ÿссе пырать. Çапла, кăçалхи вунă уйăхра ют пурлăха çаратнă 298 тĕслĕх çырăннă, пĕлтĕр 163 пулнă. Хваттерсене тустарнă, выльăх-чĕрлĕх вăрланă тĕслĕхсене иртнĕ çулхинчен нумайрах шута илнĕ.

Преступленилле ĕçсене уçса парассипе нумай тимлетпĕр, айăплисенчен пĕри те явап тытасран пăрăнса ан юлтăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Вунă уйăхра, сăмахран, 379 уголовлă ĕçе вĕçлесе пăхса тухма район судне ярса панă.

Кăçал çула çитейменнисем хушшинче киревсĕр ĕçсем тăвасси кăштах чакнине палăртмалла. Çавăн пекех экономикăра преступлени тунă тĕслĕхсене пĕлтĕрхинчен ытларах уçса панă. Тăкаксене саплаштарасси ÿснĕ.

Киревсĕр ĕçсене «вĕри йĕрпе» уçса парассине тĕпе хуратпăр. Çакă рпеступлени тунисене çийĕнчех çулса илме май парать. Административлă правăна пăсакансенчен те çирĕпрех ыйтма тытăннă.

Пире район территорийĕнчи çулсем çинчи инкек-синкексен, вĕсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать.

Професси уявĕ – Милици кунĕ – ячĕпе мĕнпур сотрудниксене, ветерансене, вĕсен çывăх çыннисене çирĕп сывлăх, çăмăл мар службăра ăнăçу, ырлăхпа телей сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;