Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Зоотехник, сăвăç, журналист

Ăна, Григорий Михайлович Михайлова, Кĕркури Илепер тесен лайăхрах пĕлеççĕ. Вăл «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра икĕ ăстрăм ĕçленĕ: 1959-1963 çулсенче «Социализм çулĕпе» хаçатра – ун чухне вăл çав ятпа пичетленнĕ – корреспондентра тимленĕ, каярахпа, 1985 çулта каллех кунта çаврăнса çитнĕ. Çапла, Григорий Михайлович 1999 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата тепĕр çулталăк редакцин ялхуçалăх пайне ăнăçлă ертсе пынă.

Калас-тăк, Г.Михайлов пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă. Вăл виççĕре чухне ашшĕ, Михаил Федотов, фронтра паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Амăшĕ хăйĕн ывăлĕ-хĕрĕсене пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ, çĕршыва юрăхлă çын тунă. Чăрăшкас Мăрат каччи çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти зооветтехникума вĕренме кĕнĕ. Пулас зоотехника çав çулсенче поэзи хăй ытамне çавăрса илнĕ – Григорий Михайлов паха сăвăсем хайлама тытăннă. Шăпах çак туртăм ăна район хаçатне илсе çитернĕ те ĕнтĕ.

Кунта тăватă çул тимленĕ хыççăн Г.Михайлов тăван яла таврăннă, «Родина» колхоза зоотехника вырнаçнă. Каярахпа вăл районти чи пысăк хуçалăхра – «Колос» совхозра тĕп зоотехникра ырми-канми вăй хунă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн 1980 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ят панă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе чапа тухма пултарнипе пĕрлех Григорий Илепер поэзи каçалăкĕнче те сулмаклă пулнă: унăн сăввисем, поэмисем литература журналĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. Чылайăшĕ, вырăсла куçарнисем, Мускаври изданисенче кун çути курнă. Тăватă кĕнеке кăларнă.

Г.Михайлов-Илепер – Раççей Журналистсен союзĕн, çавăн пекех Раççей Писательсен союзĕн членĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вăхăта ытларах çырав енĕпе ирттернĕ. Вăл Тăвальушкăнь Ялтăра тата хăйĕн тăван ялĕсем çинчен кĕнекесем çырса пĕтернĕ. Çавăн пекех сăвăсен пуххи те – вăл «Чун хавалĕ» ятлă - пичетленсе тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться
;