Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чаплăн уявларĕç

«Янгорчино» хуçалăх ĕçченĕсем çулталăкра пĕрре пулакан професси уявне ирттерме ялти культура çуртне йышлăн пухăнчĕç. Малтанах «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн ертÿçи Г.Романов доклад туса пачĕ. Çĕрпелсем кашни гектартан ампар виçипе 24,4 центнер тĕштырă, 308,4 центнер çĕрулми, 589 центнер выльăх кăшманĕ туса илнĕ, 720 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă, 200 гектар кĕрхи тырăсем акса хăварнă. Кашни условнăй выльăх пуçне 35 центнер апат хатĕрленĕ, кашни ĕнерен 10 уйăхра 4205 кг сĕт суса илнĕ. Усă куракан 100 гектар пуçне 68 тонна аш туса илнĕ. Вăрнар район администрацийĕн ертÿçи А.Кузьмин çĕрпелсене - производствăра тунă çитĕнÿсемшĕн чун-чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре яланах тăрăшуллă пулма сунчĕ. Район ăмăртăвĕнче ял хуçалăх продукчĕсене туса илессипе пĕрремĕш вырăна тухнине палăртрĕ, çакăншăн - дипломсемпе наградăларĕ, ăмăртура мала тухнисене хаклă парнесемпе чысларĕ. Çавăн пекех уява пынисене Çĕрпел ял администрацийĕн ертÿçи М.Горбунов тата «Янгорчино» колхоза чылай çул хушши ертсе пынă В.Романовпа Г.Андреев та хĕрÿллĕн саламларĕç, малашне те ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма вăй-хал, ăнăçу сунчĕç.

«Янгорчино» хуçалăх ертÿçи Г.В.Романов кăçалхи çул ĕçре мала тухнисене - П.Ефремова, И.Хохлова, О.Николаева, Б.Горбунова, С.Игнатьева, Т.Кузьминана, Т.Терентьевана, И.Ванифатьева, К.Степанована, П.Кочанова, У.Ефремована, В.Федорована, А.Кириллована, И.Никифорована, А.Мясникована, Л.Леонидова, В.Нягана Хисеп Грамотисемпе тата парнесемпе чыс турĕ.

Юлашкинчен Шупашкарти юрă ăстисем Григорий Вакку, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов, Константин Евруков, Елена Кузьмина тата «Контраст» ташăçсен ушкăнĕ пысăк концерт кăтартрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться
;