Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Каллех – пĕрремĕш!

Чăваш Республики Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников çĕнтерÿ патне ăнтăлакан спортсменсене яланах пулăшма тăрăшать. Тинтерех кăна вăл çамрăк боксерпа - Алексей Ананьевпа – тата унăн тренерне Красноярск хулинче иртнĕ турнира кайма укçа-тенкĕ енчен пулăшнă.

Турнир Раççейри чи вăйлă спортсменсене пуçтарнă. Алексей вара çак престижлă ăмăртура 63 килограмчченхи виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ринга унпа пĕрле Санкт-Петербург, Нальчик, Красноарск, Междуреченск боксерĕсем тухнă. Икĕ тытăçура А.Ананьев палăртнă вăхăтран маларах çĕнтернĕ, финалта очкосен шучĕпе выляса илнĕ.

Ку - çамрăк сплортсменăн пысăк ăмăртусенче илнĕ пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ мар. 2000 çулта вăл Раççейĕн «Динамо» ЦС-ĕн, 2000 тата 2001 çулсенче Раççей первенствин чемпионĕ пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться
;