Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Театр пĕтмен, вăл аталанса пырать...»

Çак пысăк шанчăк çуратакан сăмахсене район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Светалана Журавлева иртнĕ эрнере «Яланах театр смотр-конкурса пĕтĕметнĕ чух каларĕ. Çавăн пекех вăл районти культура çуртĕсенче, пĕр вăхăт драма кружоксем пăчланнине, çакă режисер пулманнипе çыхăннине палăртрĕ. Паллах, манăн паян кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕпе мар, халăх ушкăнĕсен пултарулăхĕпе паллаштарас килет.

Тетрăн пĕлтерĕшĕ çынсене савăнтарасси кăна пулнăччĕ пулсан, тен, унта çавăн чухлĕ вăй-хал хума та кирлĕ марччĕ. Анчах театр вăл - пурнăç чăнлăхне сăнлакан искусство. К.С.Станиславскин ытарлă сăмахĕсене аса илни ахальтен мар. Акă, районти культура çурчĕн сцени çине тухнă коллективсем хăйсен вылявĕпе çемьери конфликта уçса пачĕç, пурнăçри чылай тĕрĕсмарлăха сăнларĕç, киревсĕр ĕç тăвакансене йĕплерĕç. Театр кружокĕсем вăй илсе пынине вара çакăнпа та çирĕплетме пулать. Çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ смотр-конкурсăн финалне икĕ коллектив кăна хутшăннăччĕ пулсан, хальхинче çичĕ ушкăн тупăшрĕ. Тĕрĕссипе, ку хутĕнче сцена çине пĕтĕмпе вунпĕр коллектив тухмаллаччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсем çитеймерĕç.

Хăмăшсем Н.Угаринăн пьеси тăрăх çырнă «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ» камит сыпăкне кăтартрĕç. Артистсем – В.Чернова, Ю.Машинов, Г.Блинова, А.Куракова, Н.Ложкина, Л.Ложкина, Б.Блинов тĕп сăнарсене ĕненмелле, çÿллĕ шайра калăпларĕç.

Мăн Элменти Е.Муранькова – «ют çĕршывран килнĕ асамçă» - сцена çине шÿтпе тухрĕ. Калининăсем – Г.Захарова, Л.Федорова, В.Иванов, Г.Филиппова, О.Мышкин артистсем – «Шăши мыскари» камите пĕтĕм чунтан вылярĕç. Уйкас Кипекри культура çурчĕ çумĕнчи драмкружок членĕсем Л.Михайловапа О.Петрова «Анне, качча каятăп», «Укçине», «Тĕл пулу» инсценировкăсемпе паллаштарчĕç. Çĕрпелсем - Ю.Максимов, Т.Гаврилова, К.Миронова, С.Ивашкова, Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанккă çыпăçмасть» камитĕн пĕрремĕш малтикас-ялтăрасем – Т.Егорова, В.Прокопьева, А.Егоров, Н.Алексеева, В.Кураков – иккĕмĕш пайне лартрĕç. Чăрăшкас мăратсем: С.Иванов, С.Федотов, Н. Арсентьева тата С.Прохорова «Больницăра» шÿтпе пурнăçри тÿнтер пулăмсене питлерĕç.

Сцена çине тухнă артистсем ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен пулин те пысăк ăсталăхпа вылярĕç. Анчах та, шел, театр çак кун зала тултарайманни вĕсен кăмăлне хуçрех ĕнтĕ. Шутлатăн та, паян халăха театр искусстви пачах интереслентермест пек туйăнать. Ял артисчĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлмеççĕ, е вунă тенке (билет хакĕ) хĕрхенеççĕ; Вĕсен вылявĕ фонограмма çеммипе микрофон умĕнче çăвар карса кăна тăракан юрăçсенчен çĕр хут лайăхрах. Анчахку – пачах  урăх калаçу. Халĕ вара смотр-конкурс çĕнтерÿçисемпе паллаштарам-ха. «Чи лайăх драма коллективĕ» ята малтикас-ялтăрасем çĕнсе илчĕç. «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире çак ушкăн членех В.Прокопьева çĕнтерчĕ. Арçын рольне Хăмăшри В.Блинов пуринчен лайăх калăпларĕ. Драма ушкăнĕсене пурне те Дипломсемпе, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 ноября 2005
00:00
Поделиться
;