Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç калăпăшĕ ÿснĕ

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи пахалăхлă тата экологи енчен таса продукци кăларассипе палăрса тăрать. Кунта кăçалхи 9 уйăхра 2266 тонна чĕртавара тирпейленĕ. Аш тата 1 категориллĕ хушма продукцисене 1216 тонна, кăлпасси изделийĕсене 1144 тонна, çурма хатĕр аш-пăша (мясной полуфабрикат) 252 тонна кăларнă. Промышленность продукцисене сутса аш-какай комбиначĕ 161,6 млн. тенкĕ тупăш илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 38,7 млн. нумайрах.

Хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт заводĕнче те производство калăпăшне ÿстернĕ, предприяти енчĕкне 51,6 млн. тенкĕ кĕнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2005
00:00
Поделиться
;