Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Финала тухассишĕн тупăшрĕç

Ача-пăча çамрăксен пушă вăхăтне усăллă, кăсăклă ирттерес тесе районта сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ. Воспитани процесĕнче çакă пысăк ÿсĕмсем тума май парать. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн тата культура пайĕнче тимлекесем, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче вăй хуракансем тата ыттисем те ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Сăмахран, районти шкулсенче пĕлÿ пухакасем тăтăшах пухăнса КВН вăййинче тупăшасси йăлана кĕнĕ. Чи хаваслисен тата тавçăруллисен ятне çĕнсе илме тĕллевпе ачасем тĕплĕн хатĕрленсе пултарулăха тĕплĕн кăтартма тăрăшаççĕ. Репетици хыççăн репетици... Кашниех пĕрремĕш пулассишĕн вăй-халне те, вăхăтне те шеллемест.

Пулăшу паянхи кун та çивĕч пырать. Шкулсен тата çамрăксен командисен фестивалĕ чи малтанах тĕрлĕ зонăсенче иртет. Шкулсене тăватă зонăна пайланă. Кунсăр пуçне студентсем  те хăйсен йышĕнче малтисене палăртĕç.

Акă, Кĕçĕн Кипек зонине кĕрекен шкулсенче вĕренекенсем ноябрĕн 22-мĕшĕнче Мăн Явăшра пуçтарăннă. Кăмашсем пĕрремĕш вырăн йышăнса финала тухнă, Çĕрпел тăрăхĕнчи ушкăнра Санарпуçĕнчи шкул мала тухса финала хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Калининăра кунти вăтам шкулăн, Малти Ишек тата Аçăмçырминчи ялсенчи шкулсен командисем тĕл пулчĕç. «Сачок» (Аçăмçырминчи), «Восторг» (Калинино), «Хип-хоп» (Малти Ишек) командăсем, КВН фестивалĕн йĕркисемпе килĕшÿллĕн, куракасенен хăйсемпе паллаштарчĕç, юрă-кĕвĕ конкурсĕнче пултарулăх кăтартрĕç. «Визитная карточка» ятлă паллашу конкурсĕнче вĕренекенсем шкул пурнăçне те, хальхи вăхăтри тимурçăсене те сăнарĕç, ватă карчăксенче тĕлĕнмелле илемлĕ хĕрсем пулса илĕртÿллĕ ташă ташласа пачĕç. Ыйту-хурав вăййинче пĕр-пĕрин тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç, тĕрлĕ ыйтусемпе шÿтлерĕç. Ăмăртун юлашки пайĕн илемлĕ юрă-кĕвĕ конкурсĕ пулчĕ. Ачасем хăйсем артистсенчен кая маррине çирĕплетрĕç. Сцена çинче «Руки вверх» ушкăнри С.Жуков, Рома Зверь юрăç, «Фабрика» трио хĕрĕсем юрăсем шăрантарчĕç. Çу тăршшĕпе тăван хуçалăхра вăй хуни çинчен те шÿтлĕ юрă хывнă вĕренекенсем. Марс планета çинче пурăнакансем вара куракансене ташăпа савăнтарчĕç. Тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калакан кĕвĕпе çĕлен те авкаланса ташларĕ.

Ачасен йышĕнче чăннипех те талантсем чылаййи савăнтарчĕ. Палăртмалла, Калинино тăрăхĕнчи зонăри командăсем хушшинче кашни çулах тупăшу питĕ хĕрÿ. Хальхинче те çапла пулчĕ. Никам та парăнма шутламарĕ, кашнией хăйсен пултарулăхне тирпейлĕн уçса пачĕ. Анчах ăмăртура çĕнтерÿçĕ пĕрре кăна. Ку вăйăра вăл - Аçăмçырминчи шкулăн команди. Пуринчен нумай очко пухса вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсем ытти ушкăнри çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле тĕп вăйăра - финалта - тĕл пулчĕç, районти чи пултаруллă шкул командине палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 ноября 2005
00:00
Поделиться
;