Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен те моделлĕ Библиотека пур

Тунтикун депутатсем, ветерансем, ял администрацисен пуçлăхĕсем, актив район бюджечĕн проектне пăхса тухса сÿтсе явма пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн залне вырнаçиччен вĕсем Вăрнарти Первомайски урамĕнчи асфальтлă çула уçнă çĕре хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин çак 1,7 километр тăршшĕ çула хута яма 14 миллион тенке яхăн тăккалама тивнине пĕлтерчĕ. - Çакă вăл поселокăн çитес çул паллă тăвакан 110 çулхи юбилейне пĕрремĕш парне пултăр,- терĕ.

Çуран çÿрекенсене валли тротуар та сарнă кунта. Çул икĕ айккипе вырнаçнă çуртсем умне тирпей илем кĕртессипе поселок администрацийĕн тимлесех ĕçлемеллине палăртрĕç депутатсем.

Вĕсем ача-пăчасен районти моделлĕ Библиотекине уçнă çĕре хутшăнса халăхăн культурине ÿстерес тĕлĕшпе тĕллевлĕн малалла ĕçлесе пынине асăнчĕç. Кунта пысăк юсав ĕçĕсем иртнĕ. Хăтлă та илемлĕ залсенче кĕнеке илсе вулама, шашка-шахмат выляма, компьютерпа усă курса Шупашкарти наци библиотекин каталогĕпе те паллашма пулать. Çавăн пекех, вĕренÿ заведенийĕсем çинчен те пĕлме интереслĕ, районти çыравçăсем çинчен те тупса вулĕç библиотекăна пыракансем.

Район пуçлăхĕ культурăна малалла аталантарса, ачасене илемлĕхе вĕрентсе хамăр таврана тирпейре тытма хăнăхтармаллине каларĕ. Республикăри ачасен библиотекин директорĕ Т.Григорьева вара Н.Федоров Президент ячĕпе вăрнарсене компьютерпа ытти тĕрлĕ оборудовани парнелени çинчен свидетельство пачĕ.

Унтан пурте район администрацийĕн залне пуçтарăнса районăн социаллă пурнăçĕпе экономики кăçал мĕнле аталанса пыни çинчен экономика управленийĕн пуçлăхĕ И.Павловăн, муниципаллă районăн тата ялсен поселенийĕсен бюджечĕсен проекчĕ çинчен финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Анисимован доклачĕсен итлерĕç, сĕнÿсем пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;