Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă пуçарăвăн вĕçĕ ан пултăр!

Вырсарни кун Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртрĕ. Ăна спортăн çак тĕсне районта пуçарса яракана, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидатне, Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Владимир Данилович Егорова асăнса йĕркелерĕç. Пурăннă пулсан шăпах çак кун, ноябрĕн 27-мĕшĕнче, хисеплĕ юлташăмăр 58 çул тултармаллаччĕ. Шел, çулталăк каялла вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ăмăртăва уçнă май, ăна лайăх пĕлнĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, тренерсем, В.Егоров пурăннă чухне районăн спорт пурнăçĕнче палăрмалла йĕр хăварнипе палăтрĕç. Н.М.Герасимов, А.М.Самакин, В.А.Разумов спонсорсем, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти федераци председателĕ В.Н.Федоров, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе икĕ хутчен Совет Союзĕн тата пĕр хутчен тĕнче чемпионĕ С.М.Колесников ачасене ырă пуçарăва малалла тăсма, спорта юратма чĕнсе каларĕç. В.Егоровăн мăшăрĕ Вера Антоновна тата ывăлĕпе хĕрĕ хăйĕн юратнă çыннине манманшăн, унăн ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе турнир йĕркелеме пултарнăшăн тав турĕç.

Кавир çине Вăрнар, Канаш тата Шупашкар районĕсенчен пĕтĕмпе 100 ытла кĕрешÿ тухрĕ. Тупăшусем вунвиçĕ виçе категорийĕнче иртрĕç. Çамрăк спортсменсем кашни тытăçăвах çĕнтерес туйăмпа кĕчĕç. Шел, пурте çĕнтерÿçĕ пулаймаççĕ çав. Выляса яракансенчен хăшĕ-пĕри куççульне те пытармарĕ.

Çĕнтерÿçĕсен вара, паллах, савăнăçĕ вĕçĕ-хĕриссĕр пулчĕ. Малти вырăнсене вăрнарсем ытларах йышăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата Мăн Явăшри филиалĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптакан Р.Львов, Д.Сантимер, Д.Яковлев, И.Сладков, Д.Авдеев, Ю.Иванов, П.Квасов, И.Квасов, Г.Кошкин, Е.Сладкова тата ыт. те призерсем пулса тăчĕç.

Ăмăрту вĕçнелле кĕрешÿçĕсене «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Свешников саламларĕ, çамрăксене вĕрентсе пыракансенчен тĕслĕх илме ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Ăмăртура яланах тĕрĕслĕх çĕнтертĕр. Вăрнар çĕрĕ чемпионсем ытларах çитĕнтертĕр», - терĕ вăл.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;