Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Ко-ко» - чи савăнăçли, чи тавçăрулли

Тĕрлĕ конкурс-викторинăсем, вăйăсем ачасен кăмăл-туйăмне, шухăш хастарлăхне, пуплевне, ăс-тăнне аталантарма пулăшаççĕ.

Нумаях пулмасть, акă, Кÿстÿмĕр зонинчи шкул командисем хушшинче «Çуллахи вăхăта мĕнле ирттертĕм» темăпа КВН иртрĕ. Чи савăнăçли тата чи тавçăрулли ята çĕнсе илессишĕн Кÿстÿмĕрти вăтам шкулăн актовăй залĕнче икĕ ушкăн – «Малашлăхран килнĕ туристсем» (Кÿстÿмĕр), «Ко-ко» (Кульцав) – тупăшрĕç. Вĕсем фестивале пĕрремĕш хут кăна хутшăнаççĕ пулин те куракансене хăйсен чăн-чăн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. КВНщиксем çу кунĕсене мĕнле ирттернине шÿтлĕ сценкăсемпе, хаваслă юрă-ташăпа сăнласа кăтартрĕç. «Ко-ко» командăри ачасем çынсен тата зоопаркри чĕр чунсен сăнарĕсене питĕ ăста калăплама пултарни яр уççăнах курăнчĕ. Тен, вĕсенчен хăшĕ те пулин çитĕнсен артист профессине те суйласа илĕ. «Ыйту-хурав» конкурсра икĕ ушкăнĕ те ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, пуян фантазипе палăрчĕ.

Виçĕ конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, ăмăртура чи нумай очко пухса Кульцаври вăтам шкулăн «Ко-ко» команди мала тухрĕ, шкул лигин районти финал вăййисенче выляма тивĕç пулчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;