Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Поселокри чи хитре хĕр пĕрчисем

Александра Курбатова («Солнышко» ача сачĕ), Дарья Захарова («Сеспель»), Екатерина Кудрявцева («Ромашка»), Виктория Капирова («Рябинка») - шăпах çак хĕр пĕрчисем иртнĕ эрне кун «Поселокри чи хитре хĕрача» ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Культура ĕçченĕсем конкурса       тата Амăшĕсен кунне халалларĕç.

Тÿрех каламалла, конкурс çав тери çÿллĕ шайра, пĕр кăлтăксăр иртрĕ. Хĕр пĕрчисем ун тĕлне питĕ тĕплĕн хатĕрленни хăйсене сцена çинче ирĕклĕн, хăюллăн тытнинчен те аван курăнчĕ. «Визитка», «Художество пултарулăхĕ», «Анне валли - парне», «Пĕчĕк манекенщицăсем» конкурссем витĕр тухма тиврĕ вĕсен. Пĕчĕк «çăлтăрсен» кашни номернех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Жюрие çăмăл килмерĕ: пĕри тепринчен пултаруллăрах, çĕнтерÿçĕне вара палăртмаллах. Юлашкинчен пĕр шухăшлă пулса çапла хакларĕç - чи çамрăк конкурсант, 5 çулти Д.Захарова «Мисс-Нежность» номинацире çĕнтерчĕ. А.Курбатова - «Мисс-Романтичность», Е.Кудрявцева - «Мисс-Артистичность», В.Капирова «Мисс-Изящность» ятсене илчĕç. Район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ С.Журавлева пурне те Хисеп грамотисемпе, çемçе теттесемпе хавхалантарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;