Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăçлă уяв иртрĕ

Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче те Амăшĕн кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Клуб ĕçченĕсем вырăнти шкул учителĕсемпе пĕрле çемьесем хушшинче конкурс йĕркелерĕç. Командăра амăшĕпе хĕрĕсем пулчĕç. Конкурсантсем ăс-хакăл, вăй-хал вăййисенче, ташлас-юрлас енĕпе тупăшрĕç. Çавăн пекех уяв каçĕ эстрада тата халăх юррисемпе пуян пулчĕ. Ольга Петровна Иванова ертсе пыракан ушкăн илемлĕ ташăсем парнелерĕ.

Уява ирттерме Г.Н.Осипова уйрăм предприниматель спонсорла пулăшу пачĕ. Ăмăртăва хутшăннă çемьесене парнесемпе хавхалантартăмăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;