Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавах аннесене

Этемлĕх шутласа кăларнă мĕнпур чи ăшă, илемлĕ сăмахсем те аннесен чун ăшшин тарăнлăхне сăнласа параймĕç. Чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç вĕсене тав тума. Хĕрарăм шăпи çăмăл мар, амăшĕ пулма тата та йывăртарах. Анне вăл – пурнăç тыткăчи. Анне вăл – ăрăва тăсаканĕ, çынна пурăнма вăй-хăват, ăс-тăн, кăмăл-сипет парса тăракан этемлĕхĕн тĕп тымарĕ. Мĕн чухлĕ иксĕлми вăй унра, мĕн чухлĕ чăтăмлăх, черчен сăпайлăх! Çын мĕнле пуласси амăшĕнчен питĕ нумай килет. Ашшĕн тивĕçĕ - çемьере амăшне мала хума, хисеплеме хăнăхтарасси. Çынра лайăх енсем амăшне хисеплеме вĕреннинчен туптанма пуçлаççĕ.

Акă, йăх-несĕле тăсакана, çĕнĕ пурнăç парнелекене, кил ăшшине упракана – Аннене сума суса, хисеплесе Вăрманкас шкулĕнче уяв каçĕ йĕркелерĕç. Ăна ирттерме директорĕн шкул тулашĕнчи воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.И.Кузьмина, музыка учителĕ Л.А.Максимов тата классен руководителĕсем сахал мар хатĕрленнĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Уяв ячĕпе «Аннене мухтав» темăпа ÿкерчĕксен выставкине йĕркеленĕ. Кашни ÿкерчĕк хăйне евĕрлĕ те интереслĕ. Вĕсем урлă ачасем амăшĕсене юратнине кăтартса панă, вĕсен хуйхи-суйхине, савăнăçне сăнланă. Аслăрах классенче пĕлÿ пухакансем юратнă çыннисем çинчен сочиненисем çырнă. Уяв концертне Н.Кузьмина салам сăмахĕпе уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Аннесен ячĕпе темĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕç, сăвă-юрă тата шÿтлĕ такмаксемпе кулăшла сценкăсем кăтартрĕç. Вĕсене уява пухăннисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Концерта шкулти пур классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Программа пуян пулчĕ. Ачасем амăшĕсене юрă-ташăпа кăна мар, хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем парса та савăнтарчĕç.

Чи сумлă, паллă çынсен ячĕсене кăçал «Вăрнар район энциклопедийĕ» кĕнекере пичетлесе кăларчĕç. Вĕсен йышĕнче Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ аннесем те пур: Е.М.Тыкина, Р.С.Щукина, Е.В.Кондратьева тата ыттисем те. Вĕсем пурте ĕçчен те тирпейлĕ, сăпайлă та кăмăллă. Сăмахран, Е.М.Тыкина хăйĕн пĕтĕм ачалăхне, çамрăклăхне ял хуçалăхĕн чи йывăр ĕçĕнче – выльăх-чĕрлĕх пăхса 43 çул ирттернĕ, «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» Ленин орденĕсене илме тивĕç пулнă. Р.С.Щукина 48 çула яхăн тухтăрта ĕçленĕ, çав шутра 45 çул - Вăрманкас ялĕнче. «СССР сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ», «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ. Хăйĕн икĕ ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Е.В.Кондратьева, тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1990 çултанпа - «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ». Виçĕ ывăлне аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

 Раççей Президенчĕ ахальтен мар ĕнтĕ чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Амăшсен кунне ирттерме палăртнă.

Çак чи ырă, чи çутă, чи паха уяв ячĕпе манăн ялти мĕнпур амăшĕсене чун-чĕререн саламласа, ырлăх-сывлăх сунас килет. Ĕмĕр-ĕмĕр чыс та сăвап сире, аннесем!


"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;