Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсен хуйхине манар мар, пулăшма ялан васкар

Тĕрлĕ сăлтава пула сусăр юлнă çынсене паян патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Апла пулин те кунашкаллисен хуйхи чикесĕр. Çакна шута илсе, инвалидсене инкекпе куçа-куçăн тăратса хăварас мар тата чунĕсенче хавхалану туйăмĕ вăратас тĕллевпе, вĕсем хушшинче тĕрлĕ конкурссем, уяв каçĕсем ирттересси йăлара.

Нумаях пулмасть, акă, куç курманнисен районти пĕрлешĕвĕнче кану каçĕ иртнĕ, ăна Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă. Г.М.Мясникова председатель ку çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, йывăрлăхсемпе çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Куç курманнисен районти пĕрлешĕвĕн членĕсем «калаçакан сехетсем» тата «калаçакан кĕнекесене» итлеме ятарлă магнитофонсемпе тивĕçтересси уйрăмах йывăрланнине палăртнă. Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотекăран «калаçакан кĕнекесем» килеççĕ-ха, анчах куç курманнисем вĕсене итлеймеççĕ. Юрать-ха, районти тĕп библиотека ĕçченĕ Е.Васильева вĕсем патне тăтăшах çитет, чăваш писателĕсен çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарсах тăрать. Пĕрлехи пухура асăннă пĕрлешÿ членĕсем ырă чунлă библиотекаре тата хăйсене яланах пулăшу алли тăсса паракан спонсорсене тав тунă.

Хыççăнах «Ай-кай, арçынсем!» конкурс иртнĕ. Конкурсантсем, япăх кураççĕ пулин те, ăста та пултаруллă, тавçăруллă пулнине çирĕплетсе панă. Тĕрлĕ енлĕ тупăшура А.Федоров пуринчен маттур пулнă. Куç курманнисене кану каçне ирттерме хутăш препаратсен завочĕ, инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕ тата Г.Клибышева уйрăм предприниматель пулăшнă.

Иртнĕ кунсенче, Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласах, Шупашкарта сăвăçсен конкурсĕ иртнĕ. Пирĕн районтан унта куç курманнипе II ушкăнри инвалид Григорий Скворцов хутшăннă. Хăйĕн сăввисене вуласа вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Диплома, укçан премие тата парнене тивĕçнĕ. Конкурсантсен пултарулăхне сумлă жюри - Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Лидия Сарине - хакланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 декабря 2005
00:00
Поделиться
;