Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çитĕнÿсен «енчĕкне» - сумлă тÿпе

Канмалли кунсенче Канаш хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республика турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва канашсем хăйсен ентешне, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерне Геннадий Смирнова асăнса йĕркеленĕ.

300 ытла кĕрешÿçĕ тухнă кавир çине, вăл шутра – пирĕн районăн çамрăк спортсменĕсем те. Вăрнарсем турнира çирĕммĕн хутшăннă, вĕсенчен чылайăшĕ вара районăн спорт çитĕнĕвĕсен «енчĕкне» çĕнĕ çĕнтерÿсем хывнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Петя Николаев тата 2-мĕш вăтам шкулти Иван Сладков харпăр хăй виçе категорийĕнче ылтăн призерсем пулса тăнă. Дима Авдеевпа (2-мĕш шкул) Руслан Павлов (1-мĕш шкул) иккĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться
;