Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Пурнăç - ĕç» вăйă

Паянхи çамрăксемшĕн патшалăх пурнăçĕн саккунĕсене пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене общество пурнăçĕн право, экономика тата политика принципĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Пурнăç - ĕç» ятпа ĕçлĕ вăйă ирттернĕ. Вăййа хутшăнакансем районти шкулсенчи актвистсем пулнă. Вăйă тытăмĕпе кăткăс. Анчах нихăçан та алă усма юрамасть тенине çирĕплетсе пачĕç ачасем. Чи малтанах йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, малаллах, утăм хыçăн утăм туса çитĕнÿ патне талпăнчĕç.

Вăйăра чи пĕлтерĕшли - пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, пĕр шухăшлă пулса ĕçлесси. Вăйăн экономика пайĕнче ачасем «валюта» ĕçлесе илес тесе майсем шырарĕç. Сăмахран, çарта службăра тăни чи пысăк тупăш панă.

«Пурнăç - ĕç» вăйă çамрăксене пурнăçра, обществăра хăйсен вырăнĕсене тĕрĕс тупма, хăйсем тĕллĕн пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума, çынсемпе хутшăнма вĕренме пулăшĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться
;