Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăх – хамăр алăрах

Çак кунсенче районти культура çуртĕнче «Манăн сывлăх – манăн алăра» ятпа çула çитмен ачасемпе лектори ирттернĕ. Çамрăксене унта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн «Вурдалан» çемйи» спектакльне тишкерме сĕннĕ. Тĕп сăнарсем, наркотиксемпе пуçа минретнĕскерсем тĕпсĕр авăра лекни, паллах, ачасене çак усал «çимĕçрен» аяккарах тăмаллине, ăна усă курса çăлăнайми инкеке çакланма пултарнине тепĕр хут çирĕп асăрхаттарнă. Лекторин тĕллевĕ те çакăнпах çыхăннă - çитĕнекен ăрăва ăс-тăна арпаштаракан япаласемпе усă курассинчен çăласси, профилактика ĕçĕсем ирттересси.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться
;