Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пулас салтак ачана вилĕмрен çăлнă

Ку синкерлĕ ĕç ноябрĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ. 10 çулсенчи Костя Степановпа Алеша Ластухин пĕвери пăр çинче ярăнмалла вылянă. Сасартăк пĕве варринчи кĕрхи çÿхе пăр шатăртатса çурăлма тытăннă. Çав вăхăтра Костя çыран çине чупса тухма ĕлкĕрнĕ, анчах Алеша шыва анса кайнă та пăр хĕррисенчен тытса тапкаланма тытăннă. Костя вара тăхтаса тăмасăрах килелле чупнă, Алешăна пулăшма Дмитрий пиччĕшне чĕнсе тухнă. Дмитрий çитнĕ çĕре Алеша мăй таран шывра пулнă, тухасшăн тăрмашнă. Дмитрий килтен илсе тухнă тимĕр туяпа пăра çĕмĕрсе, шывра ишсе пырса путакан ача патне хăвăрт ыткăннă. Шăп та лăп ун патне ишсе çитнĕ вăхăтра ачан кĕлетки шыв айне путса кĕме тытăннă. Дмитрий Алешăна çÿçĕсенчен çулса илсе çĕклесе, хăй çумне пăчăртаса ишсе çыран хĕрне илсе тухнă.

Дмитрийпе Костя ачана çийĕнчех хăйсен килне çитернĕ, пÿрте илсе кĕрсе хывăнтарнă, кĕлеткине эрехпе çине тăрсах йăвалама тытăннă. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн кăна вăл тăна кĕнĕ. Кĕçех Степановсем патне Алешăн амăшĕ Римма Николаева та чупса çитнĕ. Вăл пăлханнине пытараймасăр макăрса, ывăлне вилĕмрен çăлса хăварнăшăн чĕререн тав тунă, пархатар суннă. Çапла, паттăрла ĕç тунă Дмитрий Степанов хисепе тивĕç. Вăл Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетри строительство факультечĕн студенчĕ. Ăна военкомат Çара яма хатĕрленнĕ, илсе кайиччен киле кĕрсе тухма ирĕк панă пулнă.

Çĕрпелти Светланăпа Василий Степановсем пилĕк ывăл çитĕнтереççĕ. Çемье ашшĕ Василий хуçалăх электрикĕ, паллă спортсмен, чупас тĕлĕшпе тата йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе район чемпионĕ. Вĕсен ачисем те, ашшĕ-амăшне хывнă, ыркăмăллă çынсем пулма тăрăшаççĕ. Хăйсене яланах йĕркеллĕ тытаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă, сăпайлă, ашшĕ-амăшне кирек мĕнле ĕç тума пулăшаççĕ. Чăннипе мухтава тивĕçлĕ Степановсен çемйи.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 декабря 2005
00:00
Поделиться
;