Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Черетлĕ сезона çитĕнÿпе вĕçленĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Тильбург (Нидерланды) хулинче çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе унта республикăри тăватă спортсмен - Л.Григорьева, Г.Максимова, Т.Макарова тата С.Емельянов - хутшăннă.

Вулакан асăрхарĕ пулĕ, чупуçăсен хушшинче пирĕн ентеш, Чăрăшкас Хилеп хĕрачи те пур. Таня Макарова, Раççей спорт мастерĕ, халĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекенскер, юниоркăсен командинче ăмăртнă. Тÿрех каламалла: питех те ăнăçлă! - Раççейĕн çамрăк хĕрĕсем Великобритани тата Румыни командисем хыçăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Т.Макарован вăхăт кăтартăвĕ - 16 минут та 24 çеккунт.

Çак ăмăртурах тĕнче класлă спорт мастерĕ Л.Григорьева хĕрарăмсен хушшинче ылтăн, Г.Максимова бронза çĕнсе илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 декабря 2005
00:00
Поделиться
;