Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартусем ÿснĕ

Кăçалхи çул районта тĕп экономика кăтартăвĕсем тăрăх ÿсĕм пулни палăрать. Потребительсен рынокĕнче те обществăлла апатланупа ваккăн суту-илĕн çаврăнăшĕ çирĕп ÿсĕмпе пыни курăнать. 12 уйăхра ваккăн суту-илÿри таварçаврăнăшăн калăпăшĕ 538,5 миллион тенкĕпе танлашать, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту - 108,0 процент. Пĕтĕм таварçаврăнăшĕн калăпăшĕнче потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсен (Вăрнар тата Калинино райповĕсен) тÿпи - 28,6 процент. 2005 çулта районта пĕтĕмпе 74,6 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем пурнăçланă, пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан - 90,3 процент.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 декабря 2005
00:00
Поделиться
;