Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çыннисен ырлăхĕшĕн

Çĕрпелти социаллă культура центрĕнче илемлĕ тепĕр çурт ĕçе кĕчĕ. Унччен кунта кивĕ пекарня пулнăччĕ. Вăрнар райповĕ ку тăрăхри пайщиксемшĕн - вĕсем 300-е яхăн – тăрăшса кивĕ çурта çĕнетнĕ. Çак ĕçе икĕ миллион тенкĕ яма лекнĕ. Капăр çуртра халĕ суту-илÿпе пулăшу центрĕ, магазин, кафе вырнаçнă. Çурт тавра лутра карта тытса самаях пысăк сквер йĕркеленĕ. Кунтах ача-пăчана выляса савăнма ятарлă площадка пур. Суту-илÿ центрĕнче вара тирпейлĕхпе тасалăх, илемлĕх кирек кама та тыткăнлаççĕ. Хакĕсене кăтартнă таварсене витринăсем çине типтерлĕ вырнаçтарнă.

Чăвашпотребсоюзăн тата Вăрнар райповĕн предприятийĕсенче туса кăларакан таварсем валли уйрăм секцисем йĕркеленĕ. Тавар туянакансен ыйтăвĕсене Елена Витальевна Кузьмина заведующи, Людмила Геннадьевна Арсентьева, Венера Александровна Васильева сутăçсем туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсем уйăхсерен 300 пин тенкĕлĕх тавар сутаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи октябрьте кунта 217 пин тенкĕлĕх тавар вырнаçтарнă, кăçалхи октябрьте 380 пин тенкĕлĕх сутнă, районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Паянхи куна сутăçсем ял çыннисенчен 103 тонна сĕт, вуншар тонна çĕрулмипе пахча-çимĕç пухнă.

Вăрнар райповĕ куллен кирлĕ таварсене вăхăтра турттарса тăрать. Хăйсемшĕн тăрăшнăшăн ял çыннисем Вăрнар райпо канашĕн председательне Владимир Николаевич Федорова чĕререн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 декабря 2005
00:00
Поделиться
;