Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Çак ятпа декабрь-январь уйăхĕсенче республикăра ыркăмăллăх марафонĕ пуçланнă. Ăна Чăваш Республикин Сывлăх Сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви йĕркелесе ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ, паллах, социалă ăнăçсăр, йышлă, сахал тупăш çемьесенче çитĕнекен, тăлăх, инвалид ачасене пулăшасси, вĕсен чун-чĕринче шанчăк туйăмне вăратасси. Асăннă акци вăхăтĕнче ачасемпе тĕрлĕ усăллă мероприятисем ирттереççĕ, вăл шутра – паллă çынсемпе тĕл пулусем* интернат, ача çурчĕсенче – ыр кăмăллăх концерчĕсем* экскурсисем, çавра сĕтелсем тата ыт.те.

Районти ача-пăча библиотеки ыр кăмăллăх марафонне кăçал та ырласа йышăннă. Нумаях пулмасть кунта кĕçĕн çулсенчен сусăрланнă ачасене валли вăйă каçĕ йĕркеленĕ, вĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Библиотека çумĕнчи пукане театрĕ юмахпа савăнтарнă.

Ыркăмăллăх марафонне предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем те хутшăнма, социаллă хÿтлĕх кирлĕ ачасене япаласемпе, теттсемпе, укçа-тенкĕпе пулăшма пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;