Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Грант пирĕн района лекĕ-ши

Кĕçнерни кун Аçăмçырминчи вăтам шкулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтерĕшлĕ пилĕк ыйту пăхса тухнă.

Паянхи вĕрентĕвĕн информаци технологисемсĕр малашлăх çук. Пурнăç таппипе тан аталанса пыракан шкулсем  кăна ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă, çитĕнÿ патне ăнтăлакан çамрăксем вĕрентсе кăларма пултараççĕ. Çавăнпа та уроксене, класс тулашĕнчи сехетсене компьютер ресурсĕсемпе усă курса йĕркелени ку тытăмра пысăк вырăн йышăнать. Шăпах çакăн пирки калаçнă та канашлăва пухăнисем, пĕрремĕш ыйтăва сÿтсе явнă май. Аçăмçырми шкул директорĕ В.И.Ильин хăй ертсе пыракан коллективра информаци технологийĕсемпе усă курнин опычĕпе, Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕпе (асăннă шкул унăн филиалĕ шутланать) çыхăнса ĕçленин витĕмлĕхĕпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Иванов вĕрентÿ тытăмĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйту çинче чарăнса тăнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çĕнĕ çултан класс руководителĕсен ĕç укçине хăпартани, çакă учительсен яваплăхне татах та ÿстермелли пирки каланă. Çавăн пекех Николай Никитич Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тата Чăваш Республикин Президенчĕн уеказĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ тытăмĕн инноваци, пултарулăх ăс-хакăл, вăй-хăватне пулăшас тата аталантарас енĕпе çирĕплетнĕ Президент грантне çĕнсе илмелли йĕркепе паллаштарнă.

Конкурса шкулсем те, учительсем те хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене декабрĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Документсене вара январь-февраль уйăхĕсенче ятарлă комисси пăхса тухать, вĕсенчен тĕслĕх кăтартакан икĕ шкула тата пилĕк учителе суйласа илсе республикăна тăратать. Сăмах май, иртнĕ шăмат кун конкурса малтанласа хутшăнма палăртнă Хапăсри, Туçи Çармăсри, Калининăри, Чăрăшкас Хирлепри, Ярмушкари тата Çĕрпелти шкулсенче обществăлла экспертиза кунне ирттернĕ.

Директорсем умне тăратнă тепĕр çивĕч ыйту вăл – шкулсенче хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси. Çак правилăсене уяманнипех, акă, нумаях пулмасть районти пĕр вăтам шкулта газ операторĕпе синкерлĕ ĕç пулса тухнă, вăл турник çинчен ÿксе вилнĕ. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Е.И.Григорьева кунашкал инкексем ан пулччăр тесен, хурăшсăрлăх правилисене уямалли çинчен тепĕр хут çирĕп асăрхаттарнă, вĕсемпе вĕрентекенсене, техперсонала кăна мар, ачасене те паллаштармалли çинчен каланă.

Çавăн пекех Елена Ильинична шкул автобусĕсемпе кирлĕ пек усă курмалли çинче чарăнса тăнă, водительсене çирĕп тĕрĕслемеллине аса илтернĕ. Хăйĕн асăрхаттарăвне вăл каллех инкеклĕ тĕслĕхпе çирĕплетнĕ. Удмурти Республикинче, акă, ÿсĕр водителе пула шкул ачисем амăннă. «Пирĕн патра кун пек тĕслĕхсем ан пулччăр!» - тимлĕхе ÿстермеллине хытах асăрхаттарнă вăл.

Канашлăва хутшăнакансем çавăн пекех ачасене вĕри апат çитересси тата ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;