Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Икĕ çын пурнăçĕ татăлнă

Иртнĕ эрнере автомашинăсемпе çыхăннă инкексенче икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ытларикун, каçхине пиллĕк (пилĕк) сехет тĕлнелле, Мăньял Хапăс урамĕпе пынă УАЗ-3303 автомашина вашака анса кайса тÿннĕ. Кабинăра ларса пынă пассажир – икĕ пĕчĕк ача ашшĕ – вырăнтах вилнĕ. Автомашинăна çак ял çынни, С.Миговаров, ÿсĕрскер, тытса пынă пулнă. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Шăматкун, вунпĕр сехетре, Шупашкар – Сурское çул çинче, Хăмăш ялĕ тĕлĕнче, тепĕр инкек пулнă – икĕ çăмăл автомашина çапăннă. Суранланса пĕтнĕ пассажирсемпе водительсене – пурĕ сакăр çынна – районти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Шел, тăваттăри ача, йывăр суранланса пĕтнĕскер, вилсе кайнă. ВАЗ-2110 автомашинăна Мордва республикинчи Ардатов хулинче пурăнакан, «Фольсвагена» Шупашкар çынни, хамăр районти Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер, тытса пынă. Сĕлкĕшлĕ çул çинче «Жугули» выляса кайнине пула сулахай енне çаврăнса ларнă. Шупашкар енчен килнĕ «Фольсваген» ун çине кĕрсе кайнă. Ардатов çынни Улатăрта тĕп хулана кайма тухнă пилĕк пассажира илнĕ пулнă. Шел, вĕсене вырăна илсе çитереймен.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;